27 июня 2015 г.
Район прокуратури Патшалăх Думин 2015 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче тухнă 6576-6 №-лĕ "Об объявлении амнистии в связи с 70-летием Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов" РФ постановленине пурнăçланине тĕрĕслесе тăрать.
Постановленипе следстви усравĕсем, юсанмалли учрежденисем, малтанхи следствипе дознани органĕ, ĕç тăвакан уголовлă инспекци, суд приставĕсем усă курма пултараççĕ.
Амнисти пирки постановление 6 уйăх хушшинче пурнăçлама палăртнă.
Амнистие пысăк мар тата вăтам йывăрлăхлă преступлени пĕрремĕш хутчен тунисем: çул çитмен граждансем, йывăр хĕрарăмсем, çул çитмен ачаллă, сусăр ачаллă пĕччен ашшĕсемпе амăшĕсем, ватăсем (55 çултан аслăрах арçынсемпе 50 çултан аслăрах хĕрарăмсем), 1-мĕшпе 2-мĕш ушкăн инваличĕсем, онкологи чирĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш тапхăрĕпе, туберкулезăн уçă формипе чирлекеннисем лекеççĕ.
Унсăр пуçне амнистие ирĕкрен условлă майпа хăтарнисем, ирĕкрен хăтарассипе çыхăнман айăплав илнисем тата тĕрмере пĕр çултан сахалрах лармаллисем лекеççĕ.
Патшалăх умĕнче тава тивĕçлĕ ĕç пур çынсем те айăплавран хăтăлма пултараççĕ. Вĕсем хушшине Тăван çĕршыва сыхласа çапăçусене хутшăннисем, çар çыннисем, шалти ĕç органĕсен, ĕç тăвакан уголовлă системăн сотрудникĕсем, РФ хĕç-пăшаллă вăйсен персоналĕ тата Чечен Республикинчи, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннисем кĕреççĕ.
Амнистие СССР тата РФ патшалăх наградисене тивĕçнисем, Чернобыльти АЭСра тата 1951 çулта "Маяк" производство пĕрлешĕвĕнче пулса иртнĕ аварисен ликвидаторĕсем те лекеççĕ.
Амнисти тăрăх асăрханмасăр пурнăçланă преступленишĕн 5 çула айăпланнисем те ирĕке тухма пултараççĕ.
Амнисти административлă айăплавран, преступлени туса сиен кỹнине тавăрмаллинчен тата автомашинăпа çỹрес саккуна пăснăшăн явап тыттасран хăтармасть.
Иртнĕ тапхăрта район прокурорĕ ĕç тăвакан уголовлă инспекци начальникĕ явап тыттарнисене ирĕке кăларма 9 постановление çирĕплетнĕ.
Суд йывăр мар преступлени пурнăçланă 5 çынна явапран хăтарнă.
Район прокуратури амнисти пирки калакан акта усă курнине саккунлă тата никĕслĕ пулнине йышăннă.
С.ВАЛЕРЬЯНОВ,
район прокурорĕн пулăшуçи.
Источник: "Каçал Ен"