27 июня 2015 г.
Пĕлтĕр Республика кунне Каçал тăрăхĕнче юрласа, ташласа, савăнса ирттертĕмĕр пулсассăн, кăçал кỹршĕ районсемпе хуласенче пурăнакансем, сумлă хăнасем, ют çĕршывран килсе çитнисем Канаш районĕнче пуçтарăннă. Кăçал республикăри чи савăнăçлă та пысăк уява шăпах унта тата Шупашкар хулинче йĕркеленĕ. Уяв тĕрлĕ анлă мероприятисемпе, фестивальсемпе, конкурссемпе пуян пулнă. Июнĕн 23-24-мĕ-шĕсенче республикăмăр кĕрлесе çеç тăнă.
Республика кунĕ Канаш районĕнчи Асхва ялĕ çумĕнчи тỹремре Уй кунне халалланă инноваци техникисен куравĕнчен пуçланнă. Унта сухалакан, акакан, выльăх апачĕ хатĕрлекен, тырă выракан, ытти ĕç тăвакан машина-тракторăн 101 тĕсне вырнаçтарнă.
Канаш районне уява пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Раççей Геройĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Канаш районĕн тата администраци пуçлăхĕсем Иван Ивановпа Владислав Софронов саламланă.
- Эпир юлашки çулсенче нумай производство хута ятăмăр, автомобиль çулĕсем хыврăмăр, пурăнмалли çурт-йĕр, ача сачĕсем, спорт объекчĕсемпе ФАПсем, шкулсем çĕклесе лартрăмăр тата ытти ĕçсене те пурнăçларăмăр. Эсир хăвăр ене юрататăр, ытти районпа, ытти халăхпа туслă, килĕштерсе пурăнатăр, унпа мăнаçланăр. Канаш районĕ витĕр федераци трасси иртнĕрен, сирĕн инвесторсене илĕртме май пур. Вĕсене пула Канаш хули çулсерен чиперленет, - тенĕ Михаил Игнатьев.
Алена Аршинова уява пухăннисене чăвашла саламланă: "Эпир йышпа чухне çеç пысăк ỹсĕмсем тума пултаратпăр, эппин пĕрле пулар!".
Республика кунĕнче Михаил Игнатьев çĕр ĕçченĕсене, тăван тавралăхшăн ырми-канми тăрăшакансене патшалăх наградисене парса хисеп тунă.
"Урожай" стадионти "Пурнăç кустăрми" лапамра чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне сăнлакан картишсем йĕркеленĕ. Унта кашниех çитсе курнă, тăван халăх культурипе, йăли-йĕркипе паллашнă.
Декораципе хушма искусство маçтăрĕсен Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" конкурсĕ кăçал Шупашкарта 13-мĕш хут иртнĕ. Вăл июнĕн 23-мĕшĕнче чăваш наци музейĕн картишĕнче уçăлнă. Унта 10 регионтан килсе çитнĕ 21 тата хамăр республикăри 27 ал ĕç ăсти хутшăннă. Вĕсем ытти çулсенчи пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнине тивĕçессишĕн тупăшнă. Конкурсантсем кăçал хăйсен ĕçĕсене "Çуллахи юмах" темăпа пурнăçланă. Ăна 2015 çул Литература çулталăкĕ пулнине шута илсе сĕннĕ.
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта чăваш тĕррин музейĕ уçăлни те республика историйĕнче ĕмĕрлĕхе çырăнса юлчĕ. Малашлăхра çак музей Чăваш Республикине килекен хăнасемшĕн те, кунта пурăнакансемшĕн те чи кĕтнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ курав пулĕ.
Республика кунне халалласа июнĕн 23-24-мĕшĕсенче "Раççей çăлкуçĕсем" Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XXXIII-мĕш фестивалĕ иртнĕ. Фестивале кăçал 16 регионти 19 пултарулăх ушкăнĕ хутшăннă.
Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасем Акатуйра пĕрле пуçтарăнса савăннă. Пĕтĕм чăвашсен уявне - виççĕмĕш Акатуя - Хĕрлĕ лапамра анлăн паллă тунă. Унта республикăри пултарулăх коллективĕсем çеç мар, кỹршĕ регионсенчен килсе çитнĕ артистсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕ пулнă май сцена çинче "Нарспи" поэмăн йĕркисене чăвашла кăна мар, тĕрлĕ чĕлхепе вуланă, вăйă картине тăнă. Акатуй спорт уявĕ пулнине çирĕплетсе спортсменсем те вăй виçнĕ.
Республика уявĕнче Шупашкарта паллă AccorHotels Ibis отел уçăлнă. Чăваш Енре асăннă отель çакăн йышши пĕрремĕш объектсенчен пĕри. Пурĕ Раççейпе илес пулсассăн вĕсен шучĕ 27, тĕнчипе вара 3800 хăна çурчĕ шутланать. Шупашкарти Калинин районĕнче патшалăх, муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме май паракан нумай функциллĕ центр строительство ĕçне пуçланă. Июнĕн 23-мĕшĕнче объектăн пĕрре-мĕш чулне хунă.
Шупашкарти Пăр керменĕнче пĕрремĕш хут "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" регионсем хушшинчи XXII-мĕш курав йĕркеленĕ. Вăл июнĕн 24-27-мĕшĕсенче ĕçлет. Курава килнисем Чăваш Енри 2000 яхăн предприяти тата Раççей Федерацийĕн 17 субъекчĕн представителĕн таварĕсемпе, экспозицийĕсемпе паллашнă.
Пĕтĕм Чăвашсен культурăпа экономика форумне Чăваш Ен, Пушкăртстан, Тутарстанпа Беларуç Республикисенчен, Самара, Саратов хулисенчен тата ытти тăрăхра пурăнакан сумлă представительсем пуçтарăннă. Михаил Игнатьев Чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕ хăнасене ăшшăн саламланă май, юлашки çулсенче Чăваш Республики чăвашлăха тытса пырассипе ытти регионсемпе тачă çыхăнса ĕçленине, культурăпа экономикăна аталантарассипе те сахал мар ĕç пурнăçланине каланă. Çакăн пек мероприятисем йĕркелесе ирттерни чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркипе культурине, экономикине упраса тата вăйлатса пыма витĕм кỹнине асăннă.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"