АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Орден çемье архивĕнче вырăн тупĕччĕ

23 июня 2015 г.

Фашистла Германи мирлĕ халăх çине вăрă-хурахла тапăнсан кашни совет çынни - ватти -вĕтти, çамрăкки - ура çине тăнă. Тылра та, çапăçу хирĕнче те йывăрлăха шăла çыртса тỹснĕ. Вăрçă терт-нушине чăтса ирттерме пултарнисенчен пĕри Комсомольскинче çуралса ỹснĕ, кунтах тĕпленнĕ Алексей Павлович Лукин пулнă.

"Атте, Алексей Павлович, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. 13-мĕш Гварди стрелоксен полкĕн 1-мĕш батальонĕн стрелоксен уйрăмĕн командирĕ пулнă. Атте чи малтан хаяр çапăçусене кĕнине аса илетчĕ. Çавна май пĕр хутчен кăна мар йывăр аманнă вăл. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна чылай наградăпа чысланă. 1945 çулта Одер юханшывĕ хĕрринче фашистсене хирĕç тăрса 8-шне тĕп тунăшăн аттене III степеньлĕ Мухтав орденĕпе чыслама йышăннă. 94-мĕш Гварди стрелоксен полкĕн командирĕ Мудряк майор ятарлă приказ кăларнă. Çак орденпа чысласса атте кашни кун кĕтрĕ пулин те, ĕмĕчĕ пурнăçланаймарĕ, 1977 çулта вăл çĕре кĕчĕ. Паянхи кунччен те атте орденне алла илеймерĕмĕр", - куççуль витĕр каласа парать хĕрĕ, Серафима Алексеевна Мельдина. Апла пулин те шанчăкне çухатмасть. Вăл ашшĕн паттăрлă- хĕпе мăнаçланать, мирлĕ тỹпе парнелессишĕн пурнăçне шеллемесĕр хаяр тăшмана хирĕç тăнишĕн тав тăвать. Ассăн сывласа илет те, орден çемье архивĕнче вырăн тупасса шанать.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика