23 июня 2015 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра хаяр çапăçусене хутшăннă салтаксемпе пĕрлех фронтра ырми-канми тăрăшнисем те паттăрлăх кăтартнă.
Вăрçă çулĕсенче республикăра çар тата ытти органсем 75,5 пин салтак, 13658 снайпер, минометчик, пулеметчик, бронебойщик, танк истребителĕсене хатĕрленĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çапăçу хирĕнчен таврăнман. 1942-1943 çулсенче çамрăксен комсомол организацийĕсенче 11,5 пин телефонист, радист тата ытти специалистсене хатĕрленĕ. "Хĕрлĕ Хĕрес" общество комитечĕ 1 пин ытла медсестра тата санитари дружинин 2 пин ĕçченне вĕрентнĕ.
Архив докуменчĕсемпе килĕшỹллĕн вăрçă çулĕсенче Чăваш Енре 17 эвакогоспиталь ĕçленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех Чăваш парти обкомĕн бюровĕ Хĕрлĕ çара валли ăшă тумтир тата ытти кĕпе-йĕм пуçтарма ятарлă комисси туса хунă. Республикăра пурăнакансем ют çĕртен куçса килекенсене те тивĕçлĕ пулăшу панă. Сăмахран, Чăваш Енре Украинăран, Беларуçран, Литваран, Латвирен, Эстонирен, Ленинград тата Смоленск облаçĕсенчен куçса килнĕ 70, 5 пин çын хỹтлĕх тупнă. 1941 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче ЧАССР сывлăх сыхлавĕн халăх комитетне телеграмма килнĕ, унта республикăна ача сачĕ тата наука ĕçченĕсене эвакуациленине пĕлтернĕ. Çавна май 1941 çулхи ноябрьте пирĕн районти Вутлан ялĕнче ача çуртне 40 ачана вырнаçтарнă.
Вăрçă вăхăтĕнче Чăваш Енре стрелоксен темиçе дивизийĕ пулнă. Шăпах 1941 çулта Мускав çывăхĕнчи çапăçусене республикăри 324-мĕш дивизин салтакĕсем хутшăннă. Вĕсем Кенигсберг таранах çитнĕ. Мускав çывăхĕнчи хаяр çапăçусен вăхăтĕнче республикăра пурăнакансем çар техники тăвакан фонда пулăшма хастар хутшăннă. "Большевик" артель çамрăк специалисчĕсем "Комсомол Чувашии" бронепоезда тума укçа-тенкĕ пуçтарма тытăннă. Çак ĕçе район çыннисем те тỹпе хывнă. Республика çыннисем çар техники тăвакан фонда 115,6 миллион тенкĕ хывнă, патшалăх займĕсене 356 миллион тенкĕлĕх илнĕ. Нимĕç çарĕсенчен тасатнă ял-хуласене çĕклеме, юсама та сахал мар пулăшнă. Çавна май пин-пин тонна тырă, çĕр улми, 17 пин пуç выльăх-чĕрлĕх, лаша ăсатнă. Украинăна, Беларусине, Литвана, Латвине, Эстонине, Ленинград, Смоленск, Курск облаçĕсене тата ыттисене вăрман янă. Çамрăксем Сталинград, Донбасс хулисенчи заводсемпе фабрикăсене, шахтăсене ĕçлеме тухса кайнă. Сăмахран, 1942 çулта районти 71 ĕçчен Свердловск облаçĕнчи металлурги заводне, 41 çын Иваново облаçĕнчи торф предприятийĕсене ĕçлеме кайнă.
Район çыннисем "Комсомолец Чувашии" авиаэскадрилья тума та чылай укçа-тенкĕ хывнă. Сăмахран, "Трактор" колхоз (Çĕнĕ Кипеç) çамрăкĕсем 18 пин тенкĕ пуçтарнă, вĕсенчен 5 пинне комсомол организацийĕн секретарĕ Семенова хывнă. "Игенче" (Чĕчкен), "Комбайн" (Тĕвенеш) колхозсем 15 пин тенкĕ пуçтарнă. "Колхозник Чувашии", "Тракторист Чувашии" танк колоннисене тума Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Д.И.Беляев хурт-хăмăрçă тата ыттисем нумай пулăшу кỹнĕ.
Вăрçă вăхăтĕнчи 20 уйăхра эвакуациленисене, çар çыннисене, инвалидсене 2543094 тенкĕлĕх патшалăх пособийĕ тỹленĕ. Эвакуациленнисене, çар çыннисен çемйисене 3593 тенкĕлĕх тỹлевсĕр кĕпе-йĕм, атă-пушмак панă. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлени, çапăçăва хутшăнни Çĕнтерĕве çывхартма май панă та.
В.ШИНГАЛОВА,
районти архив тĕп специалисчĕ.
Источник: "Каçал Ен"