АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Списокра - 478 организаци

23 июня 2015 г.

 "Каçал ен" хаçатăн иртнĕ номерĕнче сентябрĕн 13-мĕшĕнче пĕрлехи суйлав кунĕ пуласса пĕлтернĕччĕ. Ун чухне Чăваш Республикин Пуçлăхне, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене тата ял поселенийĕсен депутачĕсене суйлăпăр. Суйлав кунне палăртакан йышăну пичетленнĕ хыççăн кандидатсене тăратмалли тапхăр пуçланчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене политика партийĕсем, вĕсен регионсенчи уйрăмĕсем, Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацисем тата вĕсен вырăнти уйрăмĕсем кандидатсем сĕнме пултараççĕ, списока пурĕ 478 организаци кĕртнĕ. Тулли списокпа эсир Комсомольски район администрацийĕн сайтĕнче "13 сентября 2015 года - Единый день голосования" баннерта паллашма пултаратăр. Депутат пулас текен çын хăйĕн кандидатурине хăй те сĕнеет.

Районта пурăнакансене Комсомольскинчи территориллĕ суйлав комиссийĕн ĕç графикĕпе паллашма сĕнетпĕр. Суйлав комиссийĕ кунсерен 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ĕçлет, шăматкун - 9-14 сехетсенче. Апат вăхăчĕ - 12 сехетрен 13 сехетчен. Вырсарникун - канмалли кун.

Н.РОЗОВА,

ТСК председателĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика