АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсем хушшинче Европа чемпионачĕн çĕнтерỹçи - Раççей команди!

23 июня 2015 г.

Июнĕн 20-21-мĕшĕcенче Шупашкарта çăмăл атлетсен Европăри команда чемпионачĕ иртрĕ. Европăри чи вăйлă командăсем, паллă спортсменсем, сумлă тренерсем килчĕç. Вĕсем чăваш стадионĕнче хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç, ăмăртусенче тупăшса чи маттуррисене палăртрĕç.

Чăваш Республики чемпоната виçĕ çула яхăн хатĕрленчĕ.Çак тапхăрта пирĕн чи пысăк стадион - "Олимпийский" - хитреленсе улшăннă. Паян унта тĕнчери чи пысăк, хăватлă ăмăртусене те йышăнма условисем пур. 1977 çулта уçăлнăскере çĕнетнĕ хыççăн стадион конференц-залпа, пресс-центрпа, хывăнса тăхăнмалли пỹлĕмсемпе, хуçалăх пỹлĕмĕсемпе пуянланнă.

6-мĕш чемпионата Беларуç, Германи, Аслă Британи, Испани, Итали, Норвеги, Польша, Украина, Франци, Финлянди, Швеци тата Раççей командисем хутшăнчĕç. Хĕрарăмсем те, арçынсем те уйрăммăн 20 ăмăртура (тĕрлĕ дистанцие чупассипе, диск, йĕтре тĕртессипе, шăчăпа, тăршшĕне тата çỹллĕшне сикессипе, чăрмавсем урлă 100, 400 тата 3000 метрлă дистанцисене чупассипе, эстафетăсенче т.ыт.) тупăшрĕç.

Раççей чысне 48 спортсмен хỹтĕлерĕ. Вĕсен йышĕнче Чăваш Ен атлечĕ Анжелика Сидорова та пур, вăл шăчăпа çỹллĕшне сиксе иккĕмĕш вырăн йышăнса ентешсене савăнтарчĕ.

Европа чемпионатĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ команди пĕрремĕш вырăна тухнă, вĕсен пухмачĕнче пурĕ 368,5 очко. Ултă чемпионатран тăваттăшĕнче пирĕн çĕршывăн спортсменĕсем çĕнтерỹçĕ пулнă. Иккĕмĕш вырăна Германи (346,5), виççĕмĕшне Франци тивĕçнĕ, вĕсен 319,5 очко пулнă.

Чемпионатăн пĕрремĕш кунĕнче мана та "Олимпийский" стадионта пулса курма тỹр килчĕ. Çакăн пек çỹллĕ шайра йĕркеленĕ ăмăртусене халиччен хам куçпа курманскершĕн, Чăваш Енри пин-пин çын пекех, тĕнчери паллă спортсменсен тупăшăвне сăнама май килнине чăн телей теес килет. Чăваш кураканĕсем, ытти çĕртен килнисем питĕ хастаррăн хавхалантарни те Раççей спортсменĕсене вăй-хал пачĕ пуль. Вĕсен кашни çĕнтерĕвĕ чуна савăнтарчĕ, мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ.

Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко Чăваш Ен ертỹлĕхне Европа шайĕнче çăмăл атлетикăпа команда чемпионатне çав тери çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн тав сăмахĕсем каланă.

Л.ШУРЯШКИНА.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика