АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртура палăрнă

20 июня 2015 г.

 Медицина ĕçченĕсен кунне халалласа Шупашкар хулинче кашни çулах ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствипе профсоюз комитечĕ çăмăл атлетсен ăмăртăвне йĕркелеççĕ. Кăçал ирттернĕ ăмăртăва та Комсомольски тĕп больницин туслă команди хастар хутшăнчĕ, спортсменсем тĕрлĕ дистанцисенче палăрчĕç. Ăмăртăва хутшăннă 45 командăран 3-мĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç.

Çăмăл атлетсене вара ятран палăртса хăварас килет. Пĕр çухрăма чупса Дмитрий Журавлевпа Марина Марина пăлăрчĕç. Зульфия Назмеева чăрмавсемпе чупса, Надежда Семенова канат туртса хастарлăх кăтартрĕç. Людмила Владимирова дартсра, Инна Зайцева çуран чупса çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç.

Çĕнĕ Мăратри пĕтĕмĕшле практика офисĕн медсестри Лариса Зверева спорт ăмăртăвĕсене яланах хутшăнать, хальхинче те вăл хăйĕн ỹсĕмĕнчисен хушшинче çуран чупса çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ.

Район тĕп больницин профсоюз комитечĕн председателĕ Диана Тимакова тухтăр пневматикăллă винтовкăран тĕл перессипе тата шывра ишессипе маттур пулчĕ.

Спорт ветеранĕсем Алексей Самаркинпа Николай Волков спорт ăмăртăвĕсене 25 çула яхăн хутшăнаççĕ. Вĕсем - çамрăксемшĕн тĕслĕх.

Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем ĕçре те, спортра та маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ.

Н.ВОЛКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика