АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт ветеранĕсен пурнăçĕнчен

02 марта 2013 г.

Нумаях пулмасть кавир çинче вăй виçекенсен районти федерацийĕн (пĕрлешĕвĕн) историллĕ пĕлтерĕшлĕ материалĕсем куç тĕлне пулчĕç. Пирĕн тăрăхра пысăк спорта тухнă пултаруллă çынсем сахал мар иккен.

Паллашар-ха вĕсемпе.

Рашит Экремович Хамбиков Урмаел ялĕнче çуралнă. Пултаруллă, хастар, канăçа пĕлмен спортсмен 1990 çулсенчех 90 килограмм виçеллисем хушшинче Çĕнĕ Шупашкарти кавир çинчи тупăшура республика чемпионĕ пулса тăрать. 25 çул ĕнтĕ Рашит кавир çинче хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет. Вăл вун пĕр хутчен республика чемпионĕ пулнă. Тĕрлĕ турнирсенче вăй виçсе пысăк çĕнтерÿсем тунă. Ентешĕмĕр Раççейре ирттерекен турнирсене хутшăнса кĕрешÿре чи вăйли пулнине темиçе хут та çирĕплетсе панă. Сăмахран, 2012 çулхи февралĕн 23—25-мĕшĕсенче ирттернĕ Раççей турнирĕнче ал шăллипе пилĕкрен тытса кĕрешессипе 100 килограмлисем хушшинче Рашита никам та парăнтарайман. Мĕнле каламăн-ха çак çын пирки спорта чунтан парăннисенчен пĕри тесе. Вăл — Раççей спорт мастерĕ.

Игорь Витальевич Волков. Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралнă-скер, кавир çине пуçласа 1971 çулта тухнă. СССР спорт мастерĕн кандидачĕ. Унăн çар служби Благовещенскра иртнĕ, чикĕ хуралĕнче пулнă. Çартан таврăнсан Игорь пĕр тăхтаса тăмасăр Харьковри авиаци инженерĕсен çар училищине çул тытать. Çакăнта унăн спортри çитĕнĕвĕсем уçăмлăн палăрма тытăнаççĕ. Харьковри, Днепропетровскри, Киеври, Запорожьери, Львоври, Винницăри, Кировоградри, Курскри, Воронежри, Сызраньти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕсенче Игорь пĕр хутчен кăна мар призерсен шутне кĕнĕ. Çар служби пултаруллă çамрăка Польшăна та, Чехословакие те, Германие те, Белоруссие те, Инçет Хĕвелтухăçне те илсе çитерет.

Рашид Арифуллович Зинатуллин Ахмет ялĕнче 1950 çулта çуралнă. Хастар, пултаруллă спортсменсенчен пĕри тесех каламалла. Рашид — самбо енĕпе СССР спорт мастерĕ, классика мелĕпе кĕрешессипе СССР спорт мастерĕн кандидачĕ. Çак хисеплĕ ятах вăл ирĕклĕ майпа кĕрешессипе те тивĕçнĕ. Пурнăç çулĕ пирĕн ентеше Литвана та, Киргизие те илсе çитерет. Кĕрешессипе çак республикăсен чемпионĕ те пулса тăрать. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Рашид нумай çул Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командинче пулнă. Канашри кирпĕч завочĕн директорĕнче тата ытти предприятисен руководителĕнче тăрăшнă. Канашра пурăнать.

Юрий Николаевич Кокорев та Кĕçĕн Каçалтан. Вăл 1949 çулта çуралнă. Самбо енĕпе СССР спорт мастерĕн кандидачĕ. 1961 çултан пуçласа Юрий хăйĕн кавир çинчи пултарулăхĕпе палăрма пуçлать. Классика мелĕпе кĕрешсе пĕр хутчен кăна мар район чемпионĕ ята тивĕçет. «Урожай» спорт обществи ирттерекен турнирсенче те призерсен шутĕнчен тухмасть. Хусанти авиаци институтĕнче вĕреннĕ чухне те ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Хусан хулипе иккĕмĕш вырăна çирĕп тытса тăнă. Институт пĕтерсен нумай çул Ленинградри пĕр предприятире тĕрлĕ должноçсенче вăй хурать. Паян та Юрий Николаевич Санкт-Петербурграх пурăнать.

Владимир Геннадьевич Дерягин 1948 çулта Кĕçĕн Каçал ялĕнче кун çути курнă. Комсомольски вăтам шкулĕнче ĕçлекен кĕрешекенсен спорт секцийĕ çак çамрăка та хăй патне туртнă. 1961 çултан пуçласа Владимир хăйĕн кавир çинчи ăсталăхне туптать. Шкул ачисем хушшинче ирттернĕ чемпионатра вăл район чемпионĕн лентине тивĕçет. Икĕ хутчен «Урожай» спорт обществин чемпионĕ те пулать. Иркутскри çар училищинче вĕреннĕ чухне те кавир çинче пысăк çитĕнÿсемпе палăрать. Пĕр хутчен кăна мар училище чемпионĕ ятне тивĕçет. Владимир Геннадьевич халĕ тивĕçлĕ канура, çар службинче тивĕçнĕ медальсем унăн кăкăрне илемлетеççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика