20 июня 2015 г.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 31-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне ирттересси çинчен йышăну тунă. Вăл пĕрлехи суйлав кунĕнче, сентябрĕн 13-мĕшĕнче, пулĕ. Çак кунах вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ те.
Депутатсем çавăн пекех кадрсем тĕлĕшпе те пĕлтерĕшлĕ икĕ йышăну тунă. Патшалăх строительствин, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Николай Малов пушă пулнă вице-спикер вырăнне йышăннă. Ытларах сасă пухса Патшалăх Канашĕнчен РФ Саккун кăларас Пухăвăн Федераци Канашне сенатора Вадим Николаева, "Чувашский бройлер" АУО генеральнăй директорне, уйăрнă.
Республикăн 2014 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланипе вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарнă. Тỹрлетỹсене кура 2015 çулхи бюджет 3,6 млрд тенке яхăн хушăнать. Çав шутра - агропромышленноç комплексне тĕревлеме, ял территорийĕсене аталантарма, сывлăх сыхлавне пулăшма, вĕрентỹ, физкультурăпа спорт, культура, çул-йĕр хуçалăхĕ валли тата ыт.те. Улшăнусем кĕртнĕ май бюджет тупăшĕсем тĕлĕшпе 37 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашĕ (ỹсĕм - 10,7%), тăкаксем тĕлĕшпе - 41 млрд тенке яхăн (11,4%) ỹсет. Саккун проектне сỹтсе явнă хыççăн депутатсем ăна тỹрех икĕ вулавпа йышăннă.
Нумай хутлă çуртсене тĕпрен юсама хваттерсен хуçисенчен укçа пухни пирки каллех сăмах пуçарнă. Капиталлă юсав фондне тивĕçлĕ тỹлевсен çуррине яхăн пайĕ кăна кĕрет-мĕн. Эппин, влаçсен ку ыйтупа халăх хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелес енĕпе пайтах тăрăшмалла-ха.
Источник: "Каçал Ен"