20 июня 2015 г.
Ача тухтăрĕ - пĕчĕк пациентсен пурнăçне, сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслесе тăракансенчен пĕри. Ашшĕ-амăшĕ ача чирлесен чи малтан педиатртан пулăшу кĕтет. Тухтăр ача сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслет, сĕнỹ-канаш парать, сиплеве палăртать. Ахальтен мар педиатр ĕçĕ чи пархатарли теççĕ. Июнĕн 21-мĕшĕнче медицина ĕçченĕн кунĕ пулнă май, районти тĕп больницăн, Комсомольски ялĕн участок педиатрĕпе Надежда Ивановна Кольцовăпа тĕл пулса калаçрăм.
- Надежда Ивановна, Эсир сывлăх сыхлавĕнче миçе çул тăрăшатăр? Çак çула ахальтен суйласа илмен пулĕ?
- Тухтăр ĕçне кỹлĕннĕренпе 46 çул çитрĕ. Пулас профессине атте-анне сĕннипе мар, хам юратнипе суйласа илнĕ. Эпĕ учительсен çемйинче çуралса ỹснĕ. Атте, Иван Яковлевич Салмин, нумай çул Хирти Сĕнтĕр вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, Берлина çитнĕ. Çемьере тăваттăн çитĕннĕ эпир: икĕ хĕрпе икĕ ывăл. Учительсен ăрăвне шăллăм, Александр, тăснă. Вăл - физик. Аслă тете Коля - çар çынни, Свердловск хулинче ĕçлет. Зоя йăмăкăм вара Шупашкар хулинче строительте тăрăшать. Педиатр профессине суйласа илме мана çемьен çывăх тусĕ, Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Вера Васильевна Лаврова пулăшнă. Вăл эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне час-часах шкула ачасене тĕрĕслеме килетчĕ. Çула май пирĕн килте пĕрре кăна мар хăнара пулнă. Мĕн ачаран мана: "Район больницине ĕçлеме пыратăн",- тетчĕ. Професси суйлама вăхăт çитсен нумай шутламарăм, Хусанти медицина университетне çул тытрăм. Алла диплом илнĕ çамрăк специалиста чи малтан Елчĕке ячĕç. Елчĕк тăрăхĕнче 6 çула яхăн педиатрта, тĕп тухтăрта 7 çул тăрăшрăм. Комсомольскинчи тĕп больницăра тĕп тухтăр пулма шанчĕç пулин те, педиатр ĕçне суйласа илтĕм. Унтанпах ачасен сывлăхне тĕрĕслетĕп. Кашни тухтăршăнах çумра пулăшакан медсестра пурри - чи пахи. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсен кăмăлне ăнланма куллен пулăшса пыракан маншăн - Елизавета Петровна Тихонова. Эпир пĕрле 20 çул килĕштерсе ĕçлетпĕр.
- Надежда Ивановна, Сирĕн шухăшпа педиатр ытти тухтăрсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
- Медицинăри пур специалист та çыннăн сывлăхне упрас, вăхăтра пулăшу парас тесе ĕçлет. Педиатрăн пĕчĕк пациента мĕн канăçсăрлантарнине, ăçта тата мĕн ыратнине пĕлмелле. Пĕчĕкскер сăмахпа каласа параймасть-çке. Çак уйрăмлăхсене туйса илесси вара çул ирт-нĕçемĕн, опытпа пĕрле килет. Педиатрăн ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, чи лайăх психолог пулмалла. Унăн тимлĕхпе, ырă кăмăлпа палăрмалла, ачасене юратмалла, йывăр самантра квалификациллĕ пулăшу памалла. Кашни ача ашшĕ-амăшĕшĕн чи хакли, педиатр йăнăшсан ăна вĕсем нихăçан та каçармĕç паллах. Çавăнпа та эпĕ, тин çеç вĕренсе пĕтернĕ тухтăр пулсан та, опытлă медсестрасенчен вĕреннĕ. Манăн тĕллев - кашни ачана çирĕп сывлăхлă ỹстересси, кирлĕ вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу парасси.
- Ашшĕ-амăшĕ ачасен сывлăхĕ пирки час-часах мĕн пирки йăнăш шухăшлать?
- Ача çуралсан педиатрпа амăшĕшĕн чи йывăр вăхăт вăл - пĕрремĕш виçĕ уйăх. Халĕ компьютерпа çăмăллăнах усă курнă май çамрăк аннесем пулăшу шыраса интернета кĕреççĕ, ачисене хăйсем тĕллĕн сиплеме пăхаççĕ. Çакă, паллах, пысăк йăнăш. Çавăнпа та тухтăрпа ашшĕ-амăшĕ хушшинче çирĕп çыхăну пулни пĕл-терĕшлĕ. Ача чирлесен специалистран пулăшу ыйтмаллах.
- Çитĕнекен пепкесем ытларах хăçан чирлеççĕ?
- Ку вара кашни ачан ỹсĕмĕнчен, сывлăхĕнчен килет. Норма тăрăх пăхас пулсассăн, пĕр çулчченхи ачасем 4 хутчен, пĕррепе виçĕ çулччен 8 хутчен, 5 çултан аслăраххисем 4 хутчен тата нумайрах чирлесессĕн вĕсене час чирлекен ачасем тесе шутлама пулать.
- Ачан иммунитетне мĕнле майпа çирĕплетме сĕннĕ пулăттăр?
- Тĕрлĕ витаминсем парасси çинче чарăнса та тăмастпăр, вĕсене памаллах. Ачан иммунитечĕ, кăмăл-туйăмĕ варта чухнех аталанма пикенет. Çавăнпа та мăшăрăн кун пирки чи малтан шутламалла. Çемьере чи пĕрремĕш тĕллев вăл - килĕшỹ, канлĕх йĕркелесси. Килĕштерсе пурăнакан çемьере çеç телейлĕ ача çитĕнме пултарать.
- Надежда Ивановна, ашшĕ-амăшĕсем ачасене вăхăтра прививка тăваççĕ-и, сирĕн практикăра прививка туманнисем тĕл пулнă-и?
- Пысăк стажлă тухтăр пулнăран кашни ача амăшне прививка тумаллине, вăл чăннипех те кирлине ăнлантарса паратăп. Мĕншĕн тесен ача çуралсан нимĕнрен те сыхланмасăр обществăна кĕрсен йывăр чирлеме пултарать. Çавăнпа та тухтăр сĕннĕ прививкăсене вăхăтра пурнăçламаллах.
- Çуллахи каникулсем пулнă май, ачасене ют çĕршыва илсе кайма медицина енчен, хăрушă мар-и?
- Ку ыйту çине тĕслĕхпе хуравлăп. Эпĕ мăнукăма тинĕс хĕрринче çеç сыватма пултартăм. Тăварлă шыв, тинĕс сывлăшĕ çав тери усăллă. Çавăнпа та сывлăха çирĕплетме май пур чухне канмалла, анчах кунĕпех хĕвел çинче хĕртĕнмелле мар.
- Надежда Ивановна, вулакансемпе çамрăк ашшĕ-амăшне мĕн сунатăр?
- Манăн вĕсене ырлăх-сывлăх, юрату сунас килет. Хăйсен ачисене туйма, ăнланма сунатăп. Çитес вăхăтра Надежда Ивановна 65 çул тултарĕ. Эпир ăна çак сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Вăрăм та такăр çулпа яланах хавхаланса утма, мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тулли телей, иксĕлми вăй-хал, ăнăçу, нумай çул ĕçлесе пĕчĕк пациентсене савăнтарма сунатпăр.
Н.АРХИПОВА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"