АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕллере хуртсем валли апат çителĕклĕ-и?

02 марта 2013 г.

Çакна асра тытăр: çуркунне пыл хурчĕсем рамăсем çинче çÿлте тата хыçалта пулсан — вĕсен апат пĕтнĕ.

Сивĕ пулсан хуртсен çăмхи чăмăртанать, пĕчĕкленет. Хуртсем пĕр-пĕрин çумне çыпăçаççĕ. Сивĕ сывлăша çăмха ăшне кĕртесшĕн мар вĕсем. Çанталăк ăшăтсан вара çăмха пысăкланать. Çăмха йĕри-таврашĕнчи (хĕрринчи) хуртсем пыл çывăхнерех çитеççĕ, пĕсехисене тултараççĕ. Каласа хăвармалла, хĕллехи вăхăтра пыл хурчĕсем хăйсене кирлĕ чухлĕ çеç ăшă кăлараççĕ, кашни уйăхра пĕрер килограмм кăна апат пĕтереççĕ. Пĕтĕмлетÿсем акă мĕнле: апат çитменнипе пыл хурчĕсем хĕлле мар, чылай чухне çуркунне вилеççĕ.

Вĕллери хуртсем кун таврăннине, çуркунне çывхарнине лайăх туяççĕ. Кĕçех ама çăмарта сапма тытăнать. Йăвари ăшă 34—35 градус таран хăпарсан, личинкăсем тухма тытăнаççĕ, вĕсене вара тăрантармалла. Ку ĕçе тума хуртсем апат ытларах (нумайрах) çиме пуçлаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пĕр рама çинчи çăвăра çитерме пĕр рама пыл кирлĕ тесе шутлаççĕ.

Иртнĕ çул пирĕн тăрăхри пыл хурчĕсем сахалрах пыл пуçтарчĕç. Хурт-хăмăрçăсем хуртсене 6—7 килограмран та ытларах сахăр сиропĕ парса хăварчĕç. Анчах та калори енĕпе пыл сахăр сиропĕнчен 3 хут усăллăрах. Çавăнпа сахăр сиропĕ панă вĕллесенче апат ытларах (нумайрах) пĕтет, çуркуннене çитмессе те пултарать.

Хурт çемйине йĕркеллĕ аталанса пыма çуркунне 10—12 килограмран кая мар пыл тата икĕ рама хурт çăкăрĕ кирлĕ. Пыл çитмен вăхăтра хуртсене канди пама тăрăшмалла, пылпа сахăр хутăшĕ. Ăна районти хурт-хăмăр магазинĕсенче çителĕклех туянма пулать. Сире пĕлме: канди çинче пыл 26 процент, сахăр çăнăхĕ 74 процент шутланать. Унсăр пуçне çак хутăш çинче ноземат е ноземацид эмелсем пур. Вĕсем вар витти чирĕнчен сыхлаççĕ.

Сахăр чустине кашни вĕллене пĕрер килограмм рамăсем çине ăшă вырăна хурса памалла. Хуртсем çак апата килĕштереççĕ, çисе хăвăрт вăй илеççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика