02 марта 2013 г.
Тутлă апат-çимĕç пĕçерме хăйне евĕр талант пулмалла, кашниех çакна пултараймасть-çке-ха: е çуна-çуна каять, е ытлашши тăварлă пулать, е тата йăлтах рецепта пăхăнса тусан та темĕн çитмест пек туйăнать. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче поварта тăрăшакан Ирина Иванова пирки вара çакăнта ĕçлемех çуралнă теме пулать. Вăл пĕçернĕ кашни апат хăйне евĕр, тутлă та техĕмлĕ пулса тухать.
Ирина Васильевна Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче 1995 çултанпах ĕçлет ĕнтĕ. Вĕренекенсем выçă ан ларччăр, тăхтав вăхăтĕнче тутлă апатпа сăйланччăр тесе тимлет вăл кунсерен. Ара, хырăм тутă пулмасан, ытларах пĕлÿ илесси пирки шутлаймăн. «Ачасенчен кашни кун «тавтапуç» сăмаха илтни савăнтарать. Эппин, эпир пĕçернĕ апат вĕсен кăмăлне каять. Çакă тата та ытларах тăрăшма хавхалантарать», — тет И.Иванова. Апат-çимĕç янтăлас ĕçре вĕсем иккĕн вăй хураççĕ, Наталья Медведева поварпа пĕрле питĕ килĕштерсе ĕçлеççĕ. Çавăнпах та пулĕ вĕсем пĕçернĕ апат питĕ тутлă, пурне те килĕшет.
Ирина Васильевна шкулта кунĕпе плита умĕнче тăнипе çеç мар, килтисене те тутлă апат-çимĕçпе сăйлама яланах хавас, çĕнĕ рецепт алă айне лексенех ăна килте тĕрĕслет, мăшăрĕпе ачисене пĕçерсе çитерет. «Пирĕн анне тем те хатĕрлеме пĕлет. Эпир те унран вĕренсе пыма тăрăшатпăр», — теççĕ унăн тĕпренчĕкĕсем. Чăнах та ĕнтĕ, пăрчăкан пек вăр-вар ашшĕ-амăшĕн ачисем те мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçса ÿсеççĕ. Ивановсен ывăлĕ Саша халĕ электромеханика колледжĕнче вĕренет, общежитире пурăнать. Унта вара, паллах, никам çине те шанмалли çук, хăйĕнех апат пĕçерсе çиме тивет. Ку енĕпе йывăрлăх çук Сашăн: шкулта вĕреннĕ чухнех апат-çимĕç янтăлама вĕреннĕ те-ха. Хĕрĕ Анжелика вара халĕ 9-мĕш класра ăс пухать. Амăшĕ пекех, пушă вăхăтра плита умĕнче тăма юратать вăл, тĕрлĕ çимĕçсем янтăлать. Кĕçĕнни — Даша — кăçал 1-мĕш класа çÿрет. Пĕчĕк пулсан та, аслисене пур енлĕн пулăшма тăрăшать вăл. «Çемье туслă пулни, пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă кирек мĕнле ĕçре те хавхалантарса пырать», — пытармасть шухăшне Ирина Васильевна.
Источник: "Каçал Ен"