02 марта 2013 г.
Февралĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче «Сарпике — 2013» конкурс иртнĕ. Унта Ульяновск облаçĕнчен, Тутарстанран тата Чăваш Енрен пурĕ 13 пике хутшăннă. Вĕсен шутĕнче Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Чĕмпĕрти фармацевтика колледжĕнче ăс пухакан Алена Кузьмина та пулнă.
Хĕрсем хăйсемпе чăвашла паллаштарнă, интеллектуаллă конкурсра И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен ыйтусем çине хуравланă, чăваш халăх апат-çимĕçĕсене хатĕрленĕ, халăх тумĕсене кăтартса панă, пултарулăх конкурсĕнче тупăшнă.
Алена пур енĕпе те пултаруллă пулнă, илемĕпе, тавçăрулăхĕпе, сцена çинче хăйне тыткаланипе, чăваш халăхĕн историйĕпе йăли-йĕркине лайăх пĕлнипе куракансене тыткăнланă, «Çепĕç пике» ята тивĕçнĕ. Конкурсран вăл дипломпа, хаклă парнесемпе тата асăнмалăх сувенирсемпе таврăннă.
Источник: "Каçал Ен"