02 марта 2013 г.
Россия Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин «РФ Çурт-йĕр кодексне ĕçе кĕртни çинчен» калакан федераци саккунĕн 2-мĕш статйине улшăну кĕртмелли пирки федераци саккунĕ çине алă пуснă.
Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн патшалăх тата муниципалитет пурлăх фондĕнчи пурăнмалли çуртсене тара илсе пурăнакансем валли 2015 çулччен тÿлевсĕр майпа приватизацилессине тăсасшăн.
Чăваш Республикинчи Росреестр управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра ки-лĕшÿпе хваттерсене харпăрлăха илекенсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Тĕслĕхрен, 2012 çулта управленинче приватизацилес енĕпе 10 пине яхăн, кăçалхи январь—февраль уйăхĕсенче 2649 право регистрациленĕ.
«Приватизацилес енĕпе вăхăта тăсассине пĕлтернĕ хыççăнах БТИре тата район администрацийĕсенче черет чакни палăрчĕ. Анчах та çакă тĕрĕс мар, вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Енчен те, эсир хваттере приватизацилеме тытăннă пулсассăн, ĕçе вăраха тăсма кирлĕ мар, çийĕнчех вĕçлемелле. Приватизацие 2015 çулччен тăсни палăртнă ĕçсене вăхăтра, йĕркеллĕ пурнăçламалли мел çеç.
«Чăваш Енри Росреестр управленийĕ тепĕр хутчен аса илтерет. БТИре документсене илнĕ хыççăн чи малтан пирĕн пата килмелле, хваттер е çурт-йĕр харпăрлăхра пулнине ĕнентерекен свидетельствăна илмелле», — тенĕ ЧР Росреестр управленийĕн руководителĕ Екатерина Карпеева.
Источник: "Каçал Ен"