АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăс хĕлне ăсатма йыхравлатпăр

02 марта 2013 г.

Мартăн 8-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» кафе умĕнчи лапамра Вырăс хĕлне ăсатма уяв йĕркелеççĕ. Ăна ирттерме ятарлă йĕркелÿ комитечĕ туса хунă, районти предприятисемпе организацисене май килнĕ таран ку енĕпе пулăшу пама сĕннĕ. Уявра культура тытăмĕн ĕçченĕсем юрă-ташăпа куракансене савăк кăмăл парнелĕç. Çак кун тĕрлĕ çĕрте волейболла, хоккейла выляссипе, кире пуканĕ йăтассипе, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, армспортпа тата ишессипе ăмăртусем иртĕç. Унсăр пуçне кăçатă ывăтассипе, çунашкапа ярăнассипе тата ытти енĕпе те тупăшма пулĕ.

Программăра çавăн пекех лашасемпе катаччи чупасси те пур. Ача-пăча валли карусель ĕçлĕ, лашасемпе парк йĕри-тавра та ярăнма пулĕ. Районти культурăпа кану центрĕнче, «Çĕр тата çынсем» музейре тата районти тĕп библиотекăра куравсем ĕçлĕç.

Уяв 10 сехетре пуçланать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика