02 марта 2013 г.
Аслă Çĕрпÿел ялĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне куллен çын çÿрет. Камăн укол тутармалла, теприн юн пусăмĕ ÿссе кайнă, виççĕмĕшĕн шăл ыратать. Кунта тăрăшакансем кашнинех пулăшма хатĕр. Акă, Надежда Геннадьевна Орешкина медсестра та офисра чылай çул ĕçлет. Шупашкар хулинчи медицина колледжĕнче хăйĕн ăсталăхне ÿстернĕренпе вăл массажисткăра тăрăшать.
Маларах вара Галина Геннадьевна районти тĕп больницăри хирурги уйрăмĕнче 10 çула яхăн ĕçленĕ. Аслă Çĕрпÿелĕнчи участок больницинчи стационарта та тăрăшнă хĕрарăм. Халĕ тухтăр палăртнă хыççăн пациентсене массаж тăвать.
«Массаж — организмшăн çав тери усăллă процедура. Шăм-шак канать, юн ытларах çÿреме пуçлать. Вăл уйрăмах ял хуçалăхĕнче, фермăра ĕçлекенсемшĕн усăллă», — тет Галина Геннадьевна, ĕçпе паллаштарнă май.
Орешкинсен кĕçĕн хĕрĕ Марина та амăшĕн çулĕпе кайнă. Вăл Шупашкар хулинче Республикăри ача-пăча центрĕнче тăрăшать. «Хĕрĕм пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илчĕ тесе шутлатăп. Тепĕр чухне хам та сĕнÿ-канашпа пулăшатăп. Çамрăксене вĕрентсе пыни те кирлĕ», — тет хĕрарăм савăнăçне пытармасăр.
Источник: "Каçал Ен"