17 июня 2015 г.
Ача-пăчана пăхса ỹстерсе тивĕçлĕ воспитани парас ĕç çемьере пуçланать пулин те, унăн пĕлĕвĕ, малашлăхĕ шкултан, учительтен питĕ нумай килет. Учитель ачана вулама, çырма, шутлама çеç мар вĕрентет, вăл ачана çут тĕнче пуянлăхĕпе, наукăпа техника ăслăлăхне алла илме пулăшать, обществăн, пурнăçăн нумай енлĕ кăткăс çулĕпе мĕнле малалла каймаллине кăтартса ăс парать. Ачаран ĕçе юратма, сăпайлă, тỹрĕ кăмăллă пулма, туслăха хаклама та шкул ытларах пулăшать. Учитель ачан пултарулăхне, талантне кура професси суйласа илме те çул уçать. Ахальтен мар шкулта пĕлỹ илекен ачасенчен ытларахăшĕ, хăйĕн учителĕ пек, хисеплĕ çын пулма ĕмĕтле
Мĕншĕн хускатрăм-ха çак ыйтăва? Халăх академикĕ, Комсомольски район энциклопедине хатĕрленĕ ушкăн ертỹçи В.Я.Григорьев учительсен пархатарлă ĕçне район историйĕнче хăварас тĕллевпе кĕнеке çырма чылайранпа ĕнтĕ материалсем, сведенисем пухать. Ĕçĕ, паллах, çăмăл мар. Районти кашни шкулта мĕн ăна уçнăранпах ĕçленĕ учительсен кун-çулне, ĕçне-хĕлне тĕпчесе кĕнекене кĕртесшĕн таврапĕлỹçĕ. Ман шутпа, çакă питĕ кирлĕ ĕç.
Çĕршер-çĕршер учителĕн кун-çулне, шăпине пĕлес тесен ĕçлемелли питех те нумай. Владимир Яковлевич шкулсен директорĕсенчен, унта ĕçлекен коллективсенчен, ялсенчи музейсенчен, тавра пĕлỹçĕсенчен пулăшу кĕтет.
Пирĕн районта хăйсен пархатарлă ĕçĕпе тата обществăлла ĕçре пултарулăх кăтартса ĕçленĕ шкул директорĕсемпе учительсем - тавра пĕлỹçĕсем сахал мар пулнă, халĕ те пур. Вĕсем çав кирлĕ кĕнекене кăларма пулăшасса шанатăп. Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тата район пурнăçĕнче палăрнисенчен хăшне-пĕрне ятранах асăнасшăн. Б.Г.Кокорев таврапĕлỹçĕ ачасен тавракурăмлăхне ỹстерес ĕçре питĕ хастар ĕçленĕ. Вăл экскурсисене илсе кайнă ачасем, халĕ мăн çынсем, ăна яланах ырăпа асăнаççĕ. Ара, вĕсем паттăр-хуласене, вăрçă вăхăтĕнче çапăçусем пулнă вырăнсене çитсе курнă.
Тава тивĕçлĕ учительсем хушшинче В.С.Воронков, К.П.Парфеньева, И.Е.Евгеньев, Л.В.Удина, В.Т.Махминов, О.Т.Харитонова, В.П.Кудрявцев, Г.А.Титов, Б.М.Мингалеев, А.П.Шатилов, И.И.Чернов, М.Я.Ямалетдинов, В.В.Белков, Н.П.Счетчиков, А.С.Терентьев, Г.Е.Длинов, С.И.Басников, И.Я.Салмин, А.М.Галкин, А.В.Титов, Г.Г.Скворцов, П.П.Павлов, Х.Ш.Миннетуллин тата ыттисем те. Вĕсенчен ытларахăшĕ шкул директорĕ пулса ĕçленипе пĕрлех общество ĕçне те активлă хутшăннă.
Нумаях пулмасть çакна пĕлтĕм: Г.К.Константинов учителĕн династийĕ çĕр çултан та ытла. И.Я.Яковлев шкулĕнче вĕренсе тухнисен тăванĕсем те учитель ĕçне малалла тăсаççĕ.
В.Я.Григорьев хатĕрлекен кĕнеке туллирех пултăр тесен шкул директорĕсемпе шкул коллективĕсен хăйсен шкулĕн никĕслевĕнчен пуçласах унта ĕçленĕ учительсен кун-çулĕ, шăписем çинчен сведенисем хатĕрлесе районти архив пайне, В.Н.Шингалова патне, тăратасчĕ. Хăйсен шкулĕнчен урăх шкулсене е ытти çĕре кайнисене, (район тулашне кайнисене) манмалла мар.
Шкултан вĕренсе тухнă паллă çынсем çинчен те сведени пулсан, кĕнеке сумĕ пысăкрах пулĕччĕ.
Ырă ĕçе пуçăннă, тỹлевсĕр ĕçлекен çынна тав туса тивĕçлĕ пулăшу парасса шанас килет.
Р.МОИСЕЕВ.
Источник: "Каçал Ен"