АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ушкăн явап тытнă

17 июня 2015 г.

Кăçалхи май уйăхĕнче Шупашкар хулин Ленин район сучĕ Тутарстан Республикин 2 çынни тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар 5 çынни тĕлĕшпе приговор кăларнă. Вĕсене ушкăнпа наркотик сутнăшăн айăпланă.

  "Гастролерсем" наркотик сутма питĕ чее мел шутласа кăларнă. Хаяр хутăша чечексене апатлантармалли удобрени пакечĕсене чикнĕ. Суту-илĕве лайăх йĕркелес тесе ятарлă 4 лавкка уçнă, сутуçăсене тупнă. Чечек валли "удобрени" туянас текен çав тери нумай пулнă. Кунне 1 пин пакет таранах сутнă, кашни кунхи тупăш 150 пин тенке те çитнĕ.    Çак суту-илỹпе ĕçлекен ушкăн саккунри улшăнусене сăнаса тăнă, вĕсене пăхăнса ĕçлеме тăрăшнă. Сутакан им-çама наркотиксен шутне кĕртсенех урăх ят панă. Çавăнпа преступниксене ниепле те явап тыттарма май килмен. Анчах та вĕсем саккуна пăснине тупса палăртнă, наркотик хутăшĕсене сутнăшăн айăпланă. Сутлăха яма хатĕр 1,5 пин пакета туртса илнĕ, вĕсенчен 1,4 миллион тенкĕ тупăш илмелле пулнă. Ушкăн 30 хутчен саккуна пăсни паллă. Унăн членĕсене явап тыттарнă, кашниех палăртнă вăхăт тĕрмере ларĕ. Ушкăн ертỹçине 13 çуллăха ирĕк прависĕр хăварнă, 12 миллион тенкĕлĕх пурлăхне конфискациленĕ.

                                                                                                                        Чăваш Ен наркоконтролĕн пресс-служби. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика