АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Шурă вилĕм" çамрăксене пĕтерет

17 июня 2015 г.

Наркотике пула пирĕн çĕршывра çулленех 100 пине яхăн çын пурнăçран уйрăлать. Вăл ваттине те, вĕттине те хĕрхенмест. Çак амакăн "аллине" çакланакансене çул чылай чухне вилĕм патне илсе çитерет. Наркомани "ытамне" лексе, тамăк витĕр тухса лайăх пурнăç патне таврăнакансен шучĕ, шел те, питĕ сахал. Наркотикпе ашкăнакансен хисепĕ Чăваш Республикинче 2011 çулта уйрăмах ỹснĕ. Юлашки вăхăтра вара пирĕн çĕршывра психоактивлă туртмалли çĕнĕ йышши хутăшпа наркăмăшланнă нумай тĕслĕхе палăртнă. Çĕнĕ йышши хутăшпа чылай çын наркăмăшланнă.

  Спайс шутне çын сывлăхне хавшатакан тĕрлĕ хими хутăшĕ кĕрет. Вĕсем наркотикех шутланаççĕ. Анчах унăн пĕр пайне улăштарсанах вăл усă курма юраман хутăш шутĕнчен тухать. Чăн та, туртмалли çак хутăшсем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Çын вĕсене хăвăрт хăнăхать, унсăр пуçне ку наркăмăш пуç мимине кĕске хушăрах сиен кỹрет.

  Асăннă хутăша туртнă çын тыткаларăшĕ тỹрех улшăнать. Ун пек чухне çыннăн куçĕсем айккинелле пăхаççĕ, чупаççĕ. Вăл ỹсĕр пек туйăнать, хăй мĕн тунине ăнланмасть, урăх тĕнчере пурăнать. Вĕçĕмсĕр ахăлтатса кулни те, хăсни те вăл наркотикпе ашкăннине кăтартать.

  Çавăнпа та аслисен çул çитмен çамрăксене уйрăмах асăрхасах тăмалла. Вĕсем пушă вăхăта мĕнле ирттернипе кăсăкланмалла. Енчен те ача хутăшсене туртнине сисрĕр пулсассăн, тỹрех специалист патне васкăр. Районти тĕп больницăра, республикăри наркологи диспансерĕнче сире тивĕçлĕ пулăшу параççех.

                                                                                                                                        Л.ЯРЫШЕВА, психиатр-нарколог.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика