17 июня 2015 г.
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх фончĕ 2014 çулта лицензие тивĕçнĕ управляющи компанисен пĕтĕм Раççейри рейтингне хатĕрленĕ. Чăваш Республикин управляющи организацийĕсем РФ субъекчĕсем хушшинче 7-мĕш вырăн йышăннă.
Рейтинга нумай хваттерлĕ çуртсене тытса пыракан сферăра ĕçлекен 15327 организаципе уйрăм предприниматель (вĕсем нумай хваттерлĕ 683584 çурта пăхса тăраççĕ) хутшăннă. Раççейĕпе вăтам балл - 36,89.
Палăртмалла, асăннă рейтингра хăш-пĕр РФ субъекчĕсен позицийĕсем самай улшăннă: Чăваш Ен (Ç35), Пенза облаçĕ (Ç40) Владимир облаçĕ (Ç49), Кабардин-Балкар Республики (Ç37). Хăшпĕр регионсем хăйсен позицийĕсене çухатнă пулин те тулли рейтингра çỹллĕ вырăнсем йышăннă: Смоленск облаçĕ (-35), Калининград облаçĕ (-31), Магадан облаçĕ (-29).
Рейтингри чи лайăх пилĕк регион: Ленинград, Белгород, Ульяновск, Ростов облаçĕсем тата Пушкăртстан. Япăххисен шутне Крым Республики, Автономилле Чукотка округĕ, Ингушети Республики, Архангельск тата Новгород облаçĕсем кĕнĕ
Источник: "Каçал Ен"