АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Искусство шкулĕпе сывпуллашрĕç

11 июня 2015 г.

 Нумаях пулмасть районти ачасен искусство шкулĕнчен вĕренсе тухакансен йăлана кĕнĕ балĕ пулчĕ. Ферит Гибатдинов директор 35 выпускника искусство шкулĕн тулли курсне пĕтерни çинчен свидетельство парса чысларĕ. Вĕреннĕ вăхăтра тĕрлĕ конкурссене хутшăннисем, хастар та пуçаруллă пулнисем грамотăсене, тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Искусство шкулĕ виçĕ юхăмпа ĕçлет: вокал пултарулăхĕ, сăнарлă ỹнер тата хореографи. Ачасен кунта хăйсем суйласа илнĕ искусствăн пĕр тĕсĕпе пултарулăхне аталантарма май пур. Çак шкула пĕтерсе тухакансем хăйсенче талант тĕшши пуррине туйса илеççĕ, искусство мĕн иккенне, творчество çулне суйласан нумай вăй хумаллине ăнланаççĕ. Пурнăçра яланах çапла-çке - тар тăкмасăр, пилĕк авмасăр нимĕн те пулмасть. Çак шкулта пĕлỹ пухнă чухне концертсемпе конкурссене, выставкăсене хутшăнса нумайăшĕ палăрнă, хăшĕн кăшт пулса пĕтеймен - куççуль те кăларнă. Çапах аслă тусĕсем пулăшнипе, хăйсем çине тăрса ĕçлеме хăнăхнипе çитĕнỹсем те тунă. Ăсату каçĕнче преподавательсем çакăн çинчен те аса илчĕç, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунчĕç.

Юлашкинчен выпускниксем тата вĕсен амăшĕсем Г.Соловьева, М.Артемьева, Е.Сушенцева яланах юнашар пулнă педагогсене пепкисене искусствăна юратма вĕрентнĕшĕн, чун ăшшине панăшăн тав сăмахĕсем каларĕç . Кайран вара çамрăксем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, юрларĕç-ташларĕç. Никам та хăнăхнă тусĕсенчен, юратнă вĕрентекенĕсенчен уйрăлма васкамарĕ çав каç. Пурте пĕрле "Изгиб гитары" юрра шăрантарни тата та çывăхлатрĕ, тăванлаштарчĕ тейĕн.

Вăхăт сисĕнмесĕр чупать. Çу иртсен кĕр кунĕсем те çитĕç, ачасен искусство шкулĕ вара çĕнĕ воспитанниксемшĕн алăкĕсене яр уçĕ.

И.СПИРИДОНОВА,

преподаватель.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика