11 июня 2015 г.
Ỹнер искусстви - хăйне кура асамлă тĕнче. Кашни картина çинче ỹнерçĕн кăмăл-туйăмне, пурнăçри самантне, савăнăçне, хурлăхне курма май пур.
Районти "Çĕр тата çынсем" музейра ачасен искусство шкулĕпе пĕрле тĕрлĕ выставкăсем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть музейра искусство шкулĕн ỹнер уйрăмне вĕренсе пĕтерекенсен Анастасия Горбуновăпа Светлана Петровăн "Друзья Тюбика" куравĕ уçăлчĕ.
Курава район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ В.С.Васильев, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă ỹнерçĕ В.Х.Камалетдинов, ачасен искусство шкулĕн вĕрентекенĕсем, ашшĕ-амăшĕ, шкул ачисем пуçтарăнчĕç.
Курма килнисем ỹкерчĕк, живопись, композици мелĕсемпе, тĕрлĕ техникăпа тата ăрасна материал çинче хатĕрленĕ ĕçсемпе киленчĕç. Куракансене батик техникипе хатĕрленĕ асамат кĕперĕ евĕр йăлтăртакан шарфсем уйрăмах илĕртрĕç.
Настьăпа Света - районти, республикăри, регионти, Раççейри конкурссемпе выставкăсен çĕнтерỹçисем. Света диплом ĕçне сивĕ батик техникипе пурнăçланă. Настьăн диплом ĕçĕ вара триптих - "Три стихии".
Савăнăçлă лару-тăрура Василий Софронович искусство шкулĕн выпускникĕсене 4 çул вĕренни çинчен свидетельство парса чысларĕ. Конкурссене час-часах хутшăннисене грамотăсем тата тав хучĕсем пачĕ. Ашшĕ-амăшĕ те ачисене искусствăна юратма, пурнăç çине ỹнерçĕ куçĕпе пăхма вĕрентнĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕç.
Настьăпа Света вара ỹнер асамлăхне пăрахмасăр малалла вĕренме кайма шантарчĕç.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"