11 июня 2015 г.
Июнĕн 9-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева маларах отставкăна ярасси çинчен Указ кăларнă. Хушура палăртнă тăрăх, Михаил Игнатьев кун пирки хăй ыйтса çырнă. Çак Хушупах В.Путин ăна суйлавччен, сентябрĕн 13-мĕшĕччен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама шаннă.
Çав кунах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев "Единая Россия" партин республикăри уйрăмĕн политсовечĕн ларăвне хутшăннă. Ларура тунă йышăнусенчен пĕри - парти ăшĕнчи малтанхи сасăлав (праймериз) ирттерсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнма кандидатура палăртасси.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев унăн полномочийĕсем августăн 28-мĕшĕнче тухнине пĕлтернĕ.
- Иккĕмĕш хут республика Пуçлăхĕ пулма Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин тата Чăваш Енре пурăнакан суйлавçăсем шанни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ Владимир Владимировича мана маларах отставкăна янăшăн тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама çирĕплетнĕшĕн тав тăватăп. Çак шанăç мана тата яваплăрах ĕçлеме хистет.
Çĕнĕ статус республика пурнăçĕ çине витĕм кỹмĕ. Правительство, халичченхи пекех, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн ĕçлĕ, - палăртнă Михаил Васильевич.
ЧР влаç органĕсен официаллă порталĕнчен.
Источник: "Каçал Ен"