АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хак çĕр лаптăкĕн виçинчен килет

06 июня 2015 г.

    "Хисеплĕ редакци, сиртен пулăшу ыйтасшăн. Пирĕн пĕтĕмĕшле 1 гектар çĕр шутланать. 30 сотăйĕ - çуртпа пĕрле, 70-шĕ - хирте, ăна хуçалăха арендăна панă. Ял поселенийĕ шăп çав 70 сотăй çĕрĕн чиккине палăртма пусахласах виçтересшĕн (межевание). Унсăрăн справка çырса памастпăр теççĕ. Межевани тутарнăшăн патшалăх пошлини мĕн чухлĕ тỹлемеллине ăнлантарса парсамăр. Пĕтĕмĕшле мĕн хака ларать-ши? Пирĕншĕн, 70 урлă каçнисемшĕн, пенсин кашни пусĕ шутра-çке. Ачасем хуларан килмеççĕ, свидетельство илни кирлех-ши?

                                                                                                                                                                                                                                  (Çыруран).

Хаклă вулакансем, пире шаннăшăн тавах. Сирĕн ыйтăвăра уçăмлатас тесе Патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографи Федераллă службин Чăваш Республикинчи управленине çыру ятăмăр. Вĕсем çапла хурав пачĕç: "Межевани ĕçĕсене çĕр участокĕн чиккисене тĕрĕс палăртас тесе тăваççĕ. 2007 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчи "Куçман пурлăх объекчĕсен патшалăх кадастрĕ çинчен" 221-ФЗ номерлĕ федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, кадастр учетне куçман пурлăхăн çĕнĕ объектне йĕркелесен е туса хурсан, ăна пĕтерсен, хупсан е улшăнусем кĕртсен тăваççĕ. Кадастр çинчен калакан саккунпа килĕшỹллĕн, граждансенчен заявлени килсен, кирлĕ документсене пурне те парсан çеç объекта кадастр учетне тăратаççĕ. Çапла майпа, çĕнĕ çĕр участокĕ илсен, туянсан, улăштарсан, çĕр участокĕн пĕр пайне е пĕтĕмĕшпех парнелесен çеç граждансен çĕр чиккисене палăртмалла тата çирĕплетмелле. Енчен те маларах документсене çĕр лаптăкĕн чиккисене палăртмасăр панă пулсан, граждансем çакна тума хăйсем ыйтма пултараççĕ.

   Пулăшу хакне çĕрйĕркелỹ (межевани ĕçĕсем тăвакан) организаципе килĕшỹ çырсан çеç пĕлме пулать. Хак çĕр лаптăкĕн виçинчен, ĕçе пурнăçлакан вăхăтран, участок ăçта вырнаçнинчен килет. РФ Налук кодексĕпе килĕшỹллĕн, хушма хуçалăх тытмалли, пахча е пурăнмалли çурт-йĕр тумалли çĕр лаптăкне регистрациленĕшĕн 350 тенкĕ патшалăх пошлини тỹлемелле.

   Вăйра тăракан саккунсем тăрăх, урăх нимшĕн те тỹлемелле мар.

   Хуравăн вырăсла вариантне редакци сайтĕнче (www.kasal.cap.ru) "Вопросы" пайра тупса вулама пултаратăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика