06 июня 2015 г.
Июнĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕп хулинче "Шупашкар Арена" Пăр керменĕ уçăлчĕ. Хаваслă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, виçĕ хут Олимп чемпионĕ, Раççейри хоккей Федерацийĕн президенчĕ Владислав Третьяк, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Руслан Тихонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ирина Слуцкая, Атăлçи федераллă округра ачасен хоккейне аталантарассипе ĕçлекен дирекцин ертỹçи Владимир Асеев хутшăннă, салам сăмахĕсем каланă.
Шупашкарти чи пысăк та чаплă спорт сооруженийĕ континент шайĕнчи хоккей лигин ыйтăвĕсене те тивĕçерет. 7,5 пин çын вырнаçакан тĕп арена, тренировка ирттермелли каток, тренажер залĕ, хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пỹлĕмсем, кафе, конференц-зал, медицинăпа сиплев центрĕ, автомобиль лартмалли лапам, хуçалăх пỹлĕмĕсем тата ытти те пур кунта. Малашне унта хоккеистсем, шорт-трекерсем, фигуристсем, баскетболистсемпе волейболистсем ăмăртусене хатĕрленĕç, вăл тĕрлĕ турнир-чемпионат ирттермелли вырăн та, уявсем йĕркелемелли центр та пулса тăрĕ. Çак ырлăха пĕтĕмпех республикăра пурăнакансемшĕн йĕркеленĕ. Юлашки çулсенче республикăра 50 спорт объекчĕ ытла хута янă.
Владимир Асеев хăйĕн сăмахĕнче çитес çул кунта "Кубок Третьяка" спорт мероприятине йĕркелесе ирттерме калаçса килĕшни пирки пĕлтернĕ. Торжествăлла пай вĕçленнĕ хыççăн "Алиса в стране чудес" шоу иртнĕ. Куракансене кашни хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарса савăк кăмăл-туйăм парнеленĕ. Эпир, Чăваш Республикинче пурăнакансем, Пăр керменĕллĕ пултăмăр. Вăл пире яланах хапăл туса кĕтсе илĕ.
Сăмах май каласан, Комсомольски районĕнче те хоккей вăййине, конькипе ярăнассине аталантарас енĕпе чылай ĕç тунă. Райцентрта çеç мар, ялсенче те хĕллехи вăхăтра 6 каток ĕçлет. Спорта, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем çулла стадионсенче, спорт площадкисенче вăй-халне туптаççĕ. "Кĕтне" ФСКри тĕрлĕ залсемпе, бассейнпа вара хĕлĕн-çăвĕн усă курма май пур.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"