06 июня 2015 г.
11-мĕш, 9-мĕш классенчен вĕренсе тухакансем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытса пĕтерсе тăван шкулпа сывпуллашиччен шутлă кунсем юлчĕç. Çамрăксен умĕнче - анлă та кăткăс пурнăç çулĕ. Алла аттестат илнисен чи малтан кам пуласси çинчен шутлама тивет. Çавăнпа та ĕмĕр тăршшĕпе çăкăр çитерекен, пурнăçа тытса пыма пулăшакан професси суйласа илмелле.
Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине яланах ырă сунать. Ывăл-хĕрĕ пысăк шалуллă, ăшă пуканлă, тусансăр, ытлашши пилĕк авмалла мар вырăнта ĕçленине камăн курас килмĕ? Çавăнпах алла аттестат илнĕ яш-кĕрĕм институт-университет алăкне уçма талпăнать. Нумайăшĕ юриспруденци, бухгалтерипе экономика, учитель, менеджмент специализацисене суйлать, тухтăр пулас текен те сахал мар. Рабочи специальноçĕсене алла илекенсем те пур. Паллах, пурнăçра вĕсем пурте кирлĕ. Çапах тепĕр чухне аслă пĕлỹ илнĕ çынсемех урăх сферăра - е стройкăра, е суту-илỹре, е ытти çĕрте - ĕçленине куратăн та, вĕсем институт саккине пилĕк çул якатса ахалех вăхăт ирттернĕн туйăнса каять.
Районти вĕренỹ пайĕн кăтартăвĕсемпе, иртнĕ çул 160 яшпа хĕр вăтам шкултан, 320-ĕн 9-мĕш класран вĕренсе тухнă. 11-мĕш класс пĕтернисенчен 106-шĕ аслă пĕлỹ, 44-шĕ професси паракан ятарлă заведенисене вĕренме кĕнĕ, вуннăшĕ ĕçлеме вырнаçнă. 9 çул хыççăн 168 ача 10-мĕш класа кайнă, 145-шĕ вара професси паракан ятарлă заведенисене çул тытнă. Кăçал районти 153 çамрăк 11 класс, 289-ăн 9 класс пĕтереççĕ. Вĕсен те хăйсен шăпине мĕнле йĕркелесси çинчен шутлама вăхăт. Районта кирлĕ профессисемпе направлени те параççĕ, алла диплом илсен тăван тăрăхра кĕтеççĕ.
Вĕренме каяс умĕн ĕç рынокĕ ыйтакан специальноçсен списокĕпе паллашни те çамрăксемшĕн усăллă пулĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн тăрăхра сутуçăсене, тĕп инженерсене, водительсене, çĕвĕçсене, тĕрлĕ ĕç тăвакан рабочисене шыраççĕ. Шупашкар хулинче вара каменщиксемпе монолитчиксем кирлĕ. Мускав пек пысăк хуласенче радиомонтажниксем, универсал токарьсем, ЧПУ наладчикĕсем, электрогазосварщиксем çитмеççĕ иккен. Апла пулсан, рабочи специальноçĕсем те питĕ кирлĕ. Ун пек ĕçсенче шалăвĕ те аванах ỹкет, вĕренме те вăхăт сахалрах каять.
Чăваш мĕн ĕлĕкрен "Çиччĕ виç те пĕрре кас", тенĕ. Шăпа - хамăр алăра. Çавăнпа яшсемпе хĕрсене пурнăçра тĕрĕс утăм тума ăнăçу сунас килет. Пур професси те хисеплĕ, питĕ кирлĕ. Анчах çакна асра тытăр: кăмăллакан, юратакан ĕç çеç савăнăç кỹрет. Любовь ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"