06 июня 2015 г.
Пирĕн районта, республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, ял хуçалăхĕ аван аталанать тесе каламалла. Çулталăкăн кашни вăхăчĕ хăй евĕр пулнине кура тĕп тимлĕх çĕр ĕçĕсем çине уйăрма тивет. Паянхи куна районта акса-лартса та пĕтернĕ ĕнтĕ. Çапах та çакă çăмăллăн сывласа алă усса ларма юранине пĕлтермест. Вăрлăха çĕр айне хурса хăварнипе çеç мар, лайăх тухăç илес тесен çăвĕпе ана çинче тăрăшмалла, калчасене тĕрĕслесе тăмалла, çум курăкран тасатмалла, сиенлĕ хурт-кăпшанка, чир-чĕре хирĕç кĕрешмелле. Паянхи куна районта 1267 гектар çĕр улми, çурхи, пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсем -11613 гектар, пĕр çул ỹсекен курăк - 2340 гектар, куккурус - 759 гектар, сахăр кăшманĕ - 214 гектар, пахчаçимĕç - 151 гектар акнă.
Июнĕн 4-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, тĕп агроном Шамиль Зейнутдинов тата хуçалăхсен председателĕсемпе тĕп агрономĕсем тĕрлĕ хуçалăхсенчи хирсене çитсе курчĕç. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, пахча-çимĕç мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслерĕç, нумай çул ỹсекен курăксен уйĕсенче пулчĕç. Çулсеренех уй кунĕ ирттернин тĕп тĕллевĕ - хуçалăхсен ертỹçисемпе агрономĕсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарасси, çĕнĕлĕхе алла илесси, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явасси. Пурте ĕçлес, тухăç илес тесе тăрăшаççĕ, анчах та уй-хир культурисем кашни хирте тĕрлĕрен çитĕнеççĕ.
Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн Н.В. Иванов фермер хуçалăхне çул тытрĕ. Кунта севок туса илесси малти вырăнта. Ăна 20 гектар çинче акнă. Çум курăка хирĕç кĕрешсе гербицид та сапса ĕлкĕрнĕ. Çак культурăна ахаль ларса туса илеймĕн, вăл хăй çине тимлĕх уйăрнине юратать. Севока кăларнă-татнă çĕрте ал ĕçĕ чылай кирлĕ, техникăпа çеç пĕтĕмпех пурнăçлама çук. Çавăнпа ку ĕçе ял çыннисене явăçтарма, кашни куншăн уйрăммăн тỹлеме палăртнă. Малалла ĕçлĕ ушкăн Н.И.Васильев фермер хуçалăхне çитсе курчĕ. Кунта пĕр лаптăк та пушă выртмасть. 150 гектар çинче кĕрхи культурăсем, 230 гектар çурхи, пĕрчĕллĕ пăрçа йышши культурăсем, 10 гектар çинче çĕр улми ỹстереççĕ. "Калчасем аван шăтнă, пысăк тупăш илес шанăç пур",- тесе пĕтĕмлетрĕ Илдус Миннетуллин.
"Сюрбеево" ООО тата "Дружба" ЯХПК хирĕсем таса, хитре. Калчасем ешереççĕ, çум курăка, чир-чĕре хирĕçле ĕçсем пурнăçланă. "Сюрбеево" ООО ра кĕрхи тырăсем - 200 гектар, çурхи, пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсем - 320 гектар, çĕр улми - 50 гектар, сахăр кăшманĕ 100 гектар лартнă. "Дружбăра" вара кĕрхисем - 270 гектар, çурхи, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 860 гектар, çĕр улми - 100 гектар, сахăр кăшманĕ 114 гектар ỹстереççĕ. Ял ĕçченĕсене Ремис Мансуров ертỹçĕ кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ака-сухара хăй усă курнă агротехника вăрттăнлăхĕсене те каласа пачĕ. "Вăхăтра удобренисене хыврăмăр, кăçал пысăк тупăш илессе шанатпăр", - терĕ Ремис Мансурович таса та тикĕс шăтса тухнă çĕр улми, сахăр кăшманĕн хирĕсене кăтартса. Кунта Петр Апполонов механизатор лайăх ĕçленипе пурте килĕшрĕç.
Уй кунĕн малалли пункчĕ "Труд" ЯХПК пулчĕ. Кунта 68 гектар куккурус акнă. Ку уйра çум курăкпа кĕрешме гербицид сапманнисĕр пуçне урăх хурламалли пулмарĕ. Куккурус калчисем питĕ лайăх шăтса тухнипе нумайччен киленчĕç ертỹçĕсемпе специалистсем. Кунта вĕренмелли чылай пулчĕ. Вика уйĕнче вара пăшăрханмалли пайтах: çул хĕрринчи калчасене хурт-кăпшанкă самаях сиенленĕ. Ĕçлĕ ушкăн çакăн пек пăтăрмахран еплерех майпа тухмаллине сỹтсе яврĕ. "Луч" ЯХПК акнă-лартнă уй-хирпе паллашнă хыççăн пурте "маттур" тесе мухтарĕç. 78 гектар люцерна ани çине çитсе ĕçлĕ ушкăн хăйĕн савăнăçне пытараймарĕ. Калчасем тип-тикĕс, речĕ-речĕпе шăтса тухнă. Малалла ушкăн районти чи ăнăçлă ĕçлекен "Урожай" колхоза çул тытрĕ. Асăннă хуçалăх яланхиллех çĕр ĕçĕпе те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те малтисен ретĕнче. Кунта кĕрхи сем - 385 гектар, çурхи, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 1089 гектар, çĕр улми 100 гектар çинче туса илеççĕ. Уйсене вăхăтра апатлантарнă, гербицидсем сапнă. "Хăш вăхăтра килсен те кунта кăтартуллă уйсем. Çакăн пек тăмлă, начар çĕр çинче лайăх тухăç туса илни кашнишĕн тĕслĕх пулмалла.", - терĕ колхозĕçченĕсене мухтаса И.Х.Миннетуллин.
"Победа" ЯХПКра та ỹсен-тăран отраслĕ аван аталаннă. Кунта уйрăмах çум курăкпа мĕнле кĕрешмелли çинчен калаçрĕç, председательсемпе агрономсем хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, тĕрлĕрен мелсем сĕнчĕç. Уй кунне хутшăнакансем Минатуллин фермер хуçалăхне çитсе Минзекрем Равилович кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Ăна çĕнĕлĕхсенчен хăраса тăманнишĕн мухтарĕç. Ку хуçалăхра тĕрлĕ тыр-пулпа çĕр улмисĕр пуçне пĕр уйра клевер акнă. Çакна экологи мелĕпе çĕр структурине лайăхлатас шухăшпа, çĕре çемçетме, азотпа, калипе, фосфорпа, кальципе пуянлатма, çум курăксене ỹсме чарма, кирлĕ хурт-кăпшанкăна явăçтарма тăваççĕ иккен. Çак интереслĕ меслете пысăк опытлă агрономсемпе председательсем нумайччен сỹтсе яврĕç.
Уй кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ "Çĕр улмие мухтав" агрофирмăра иртрĕ. Агрофирмăра яланхиллех хĕрỹ ĕç пыратчĕ. Вĕсем 474 гектартан кĕрхи культурăсем, 652 гектартан çурхи, пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсем, 300 гектартан çĕр улми туса илессипе тăрăшаççĕ. Ĕçлĕ ушкăн районта çураки мĕнле иртнине пĕтĕмлетрĕ, ăна тивĕçлĕ шайра ирттернишĕн пĕр-пĕрне тав турĕ, çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕ.
- Паянхи кун çỹлти шайра иртрĕ тесе шутлатăп. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли, вĕренмелли чылай пулчĕ, тавлашусем те сиксе тухрĕç. Чаплă, вăйлă тыр-пул туса илес тесен самай тар юхтармалла. Çĕр пахалăхне лайăхлатас, çум курăка, чир-чĕре хирĕç кĕрешес ыйту çине тата та ытларах тимлĕх уйăрмалла. Мĕнле вăй хуратăн - çавăн пек тухăç илетĕн. Уйсем ешел тум тăхăннă, калчасем пĕве кайса пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле пăхсан, эпир çитсе курнă хуçалăхсем япăх мар тухăç илессе шанма пулать. Пурне те тавтапуç, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев уй кунне пĕтĕмлетсе.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"