АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ палăк çĕкленчĕ

03 июня 2015 г.

Майăн 28-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн пограничникĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Çĕршыв хăрушсăрлăхĕ чи малтанах паттăр, хăюллă, шанчăклă чикĕ сыхлавçисенчен килет. Пирĕн çĕршыва хăш енчен тапăнас тесен те, эпир пĕлетпĕр, чикĕре пире симĕс карттуслă хастар арçынсем сыхлаççĕ. Çак кун вара районти чикĕ хуралçисемшĕн тепĕр уявпа та асра юлчĕ. Район центрĕнче вĕсене халалласа палăк уçăлчĕ, пысăк уяв иртрĕ.

  Савăнăçлă лару-тăрăва симĕс карттус тата салтак тумне тăхăннă пограничниксем, "Пограничное братство" обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Анатолий Терентьев, район администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Юрий Скворцов, ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов, воин-афганецсен союзĕн председателĕ Виктор Гаврилов, ветерансен совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев тата спонсорсемпе пуçаруçăсем килсе çитнĕ. Уявра саламсем, тав сăмахĕсем, пограничник тивĕçне пурнăçланă чухне пуçне хунă паттăрсем пирки асаилỹсем илтме пулчĕ. Сергей Даниловпа Василий Краснов пограничник хĕрлĕ хăйăва касса палăк уçрĕç.

  Савăнăçлă митинга хутшăнакансем тивĕçе пурнăçланă чухне пуçне хунă паттăр пограничниксене хисеплесе пĕр минут шăп тăчĕç, палăк патне чечек çыххисем хучĕç. Тĕрлĕ çулсенче çĕршыв чиккине сыхланисенчен "Тăван çĕршывăн чикки сăваплă та тĕкĕнмелле мар" сăмахсем илтĕнсех тăчĕç. Çĕршыва нимле тăшман та кĕреймĕ, ара, чикĕ хуралçисем ирĕн-каçăн сыхă тăраççĕ.

Н.АРХИПОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика