АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инçе вĕçеве - самолетпа

03 июня 2015 г.

Паянхи кун инçе çулçỹреве тухакансем чылай чухне сывлăш транспорчĕпе усă кураççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн республикăн тĕп хули Шупашкар та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Самолетпа çула тухакансем пысăк шайри сервиса, хăтлăха, хăрушсăрлăха пĕрре мар хак панă. Чи пахи вара - хаклă вăхăта перекетлени. Маларах хуларан Мускава çеç вĕçме пултарнă пулсан, Атăл çи федераллă округри авиацине аталантармалли пилотлă проектпа килĕшỹллĕн халĕ Самарăна та, Уфана та çак транспортпах çитме май пур.   Июнĕн 2-мĕшĕнчен "ЮТэйр" компани Мускаври "Внуково" аэропортран Шупашкара кашни кунах (вырсарникунсăр пуçне) авиарейс яма пуçларĕ. Хакĕ -1990 - 10475 тенкĕ. Июнĕн 8-мĕшĕнчен Симферополе тунтикунпа шăматкун вĕçме май пур. Билет хакĕсем 12401 -18291 тенкĕ. Майăн 29-мĕшĕнчен вара Анталине, июнĕн 2-мĕшĕнчен Санкт-Петербурга рейссем уçăлнă.

Отпуск вăхăтне усăллă та кăмăллă ирттерес текенсем асăннă хуласене самолетпа çитме пултараççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика