03 июня 2015 г.
Саккунсăр майпа хĕç-пăшал, сирпĕнекен япаласем тата хатĕр-сем йăтса çỹренĕшĕн, туяннăшăн, сутнăшăн уголовлă майпа айăпласа 3 çуллăха ирĕклĕх правинчен хăтарма пултараççĕ.
Çавăн пекех пемелли хатĕре тивĕçлипе упраманнине пула вăл тепĕр çын аллине лексе ыттисен пурнăçĕ умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратсан хĕç-пăшал хуçине 1 çулталăка хупса лартаççĕ.
Ун пек лару-тăру сиксе ан тухтăр тесен эсир саккунсăр майпа упранакан хĕç-пăшала, бое-припассене, сирпĕнекен хатĕрсене хăвăр ирĕкĕрпе полицие кайса пама пултаратăр. Сире уншăн айăпламаççĕ, çийĕнчен укçа та тỹлеççĕ. Акă, регистрацилемен пĕр единица хĕç-пăшала, обреза, хăй ирĕкĕпе панă çынна 1500 тенкĕрен пуçласа 4500 тенкĕ таран тỹлеççĕ. Сирпĕнмелли е сирпĕтмелли пĕр хатĕре 200 пин тенкĕпе хаклаççĕ. Сăмах май, кăçал Елчĕк районĕнче полицие 5 мм 5 патрон пырса панă, çакăншăн 140 тенкĕ тỹленĕ.
А.АХМЕЕВ
Источник: "Каçал Ен"