АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплă ĕçе хатĕрленетпĕр

03 июня 2015 г.

 Федерацин 2005 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнчи (108-мĕш номер) "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен" саккунĕпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн "Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне Чăваш Республикинче ирттересси çинчен" (2015 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕ, 149-мĕш номер) йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ район территорийĕнче ял хуçалăх çыравне тĕплĕн хатĕрленсе тата пысăк шайра ирттерсе ярас тĕллевпе йышăну кăларнă.

  Унта ял хуçалăх çыравне ирттерес йĕркене, пĕрлех ял хуçалăх çыравне хатĕрленес ыйтупа ĕçлекен çырав комиссийĕн йышне (20 çынран тăрать), унăн йĕркине çирĕплетсе хăварнă.

  Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес тĕллевпе районти статистика уйрăмĕ çумĕнчи ятарлă çын, ял хуçалăх çыравĕпе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен уполномоченнăй ĕçлет. Уполномоченнăй ĕçĕсене пурнăçласа пыма Г.Яковлевăна çирĕплетнĕ. Асăннă службăн тивĕçĕ нумай. Кăçалах пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçлама тивет: çырава хутшăнакансен, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен списокне, объектсене палăртса хатĕрлемелле.

  2016 çулхи июлĕн 1-мĕ-шĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн тĕп тĕллевĕ - халăхăн пурнăç шайне тĕпчесси, ял халăхĕ мĕнле пурнăçпа пурăнать, ăçтан тупăш кĕрет, мĕнле тупăшпа, мĕн чухлĕ çĕрпе усă курать, мĕнле техника тытать, мĕнле тата мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усрать, улма-çырла, пахчаçимĕç туса илет тата ытти те.

  Сăмах май, 2006 çулхи ял хуçалăх çыравĕнче районти 25 пысăк тата 8 пĕчĕк ял хуçалăх организацине, 129 хресчен (фермер) хуçалăхне, 9709 уйрăм хуçалăха тата 5 дача пĕрлешĕв-не шута илнĕ.

                                                                            Н.АЛЕКСАНДРОВА, Чăвашстатăн районти уйрăмĕн эксперт-специалисчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика