АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лагере - сывлăха çирĕплетме

30 мая 2015 г.

   Кашни çулах ачасен канăвне усăллă йĕркелес, вĕсен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе çуллахи каникул вăхăтĕнче тĕрлĕ лагерьсем ĕçлеççĕ. Ачасен çуллахи канăвне йĕркелеме кăçал 1343760 тенкĕ тăкаклама палăртнă. Вĕсенчен 274660 тенкипе хĕллехи каникулта 31 ачан сывлăхне çирĕплетнĕ.

   Çуркуннехи каникулта районти вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакан 43 ача лагерьсенче каннă. Март уйăхĕнче кану лагерĕсене черете çырăнма ятарлă электронлă регистраципе 54 ача усă курнă. Вĕсенчен 20-шĕ Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнчен, Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнчен - 8 ача, Асанкасси, Шурут вăтам, Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕсенчен - 6-шар ача.

   Кăçал пултаруллă ачасем валли профильлĕ сменăсем йĕркелени те çĕнĕлĕх. Районти ỹкерме ăста 15 çамрăк шăпах Çĕрпỹ хулинчи "Звездный" лагерьте канĕ. Вĕсем унта каннисĕр пуçне пултарулăх урокĕсене çỹрĕç. Çамрăк артистсем те асăннă лагерьтех 4-мĕш сменăра, августăн 8-28-мĕшĕсенче канĕç.

   Гуманитари предмечĕсемпе интересленекенсене Улатăр тăрăхĕнчи "Янтарь" лагерь йышăнĕ, экологипе краеведение кăмăллакансемшĕн - "Изумрудный" сывлăх лагерĕ, тĕрлĕ ĕçе кăмăллакансемшĕн Çĕмĕрлери "Соснячок" кану лагерĕн алăкĕсем уçă пулĕç.

                                                                                                                                                                      А.ЯКОВЛЕВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика