30 мая 2015 г.
Июнĕн 3-мĕшĕнче каçхине 6 сехетре Шупашкарта "Чебоксары - Арена" Пăр керменĕ уçăлĕ. Спорт комплексĕнче 765 çын вырнаçмалли арена, тренировкăсем ирттермелли каток, тренажер залĕ вырнаçнă. Кунта лару залĕ, кафе, çĕр айĕнчи автостоянка пур. Пăр керменне официаллă майпа уçаççĕ, пысăк концерт йĕркелеççĕ. Унта вырăнти тата çĕршыври паллă артистсем хутшăнĕç. Пăр çинче эрешлесе ярăнакансем, хоккеистсем, шорт-трекерсем, спортсменсем парадпа савăнтараççĕ. Чи интересли вара иккĕмĕш пайĕнче пуласса шантараççĕ. "Алиса в стране чудес" шоу программăна тĕнчипе палăрнă фигуристсем хутшăнĕç. Унпа пĕрлех Пăр керменне уçма Ирина Слуцкая тата Елена Бережная килсе çитмелле.
Уява курса киленес кăмăллисем билетсене "Детский мир", "Мега Молл" суту-илỹ центрĕсен, "Торговый дом" кассисенче тата www.kkoncert.ru сайтра туянма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(8352) 38-02-08.
Источник: "Каçал Ен"