АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăру çыннисем - стартра

30 мая 2015 г.

   Ĕнер, майăн 29-мĕшĕнче, районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче республикăри аслă ăрури спорт ветеранĕсем хушшинче "Спортивное долголетие" III -мĕш Спартакиади иртрĕ. Унта республикăри 26 районти аслă ăру çыннисен командисем килсе çитрĕç. Мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă, спортпа туслă ветерансене ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Комсомольски тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеев, Михаил Афанасьев, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт аталанăвĕн министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, "Раççей пенсионерĕсен союзĕ" регионти уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Валерий Сапожников ăшшăн саламларĕç, çулĕсене пăхмасăрах спортпа туслă пулнăшăн, ăмăртусене хутшăнма кăмăл тунăшăн тав туса, спартакиадăра ăнăçу сунчĕç.

   Республикăри районсемпе хуласенчен килсе çитнĕ 55-60 çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсем ишсе, винтовкăран тĕл персе, сĕтел çи теннисла выляса, çуран чупса, шахматла выляса, хутăш эстафетăра, сывлăх аэробикинче вăй виçрĕç.

   Район спортсменĕсем Галинăпа Анатолий Давыдовсем 400 тата 200 метра чупса 3 тата 2-мĕш вырăнсене тухрĕç. Команда çак ăмăртура 2-мĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. Василий Пундяков 50 метра ишсе финиша 2-мĕш çитрĕ. Хутăш эстафетăра Каçалсем 2-мĕш вырăн йышăнчĕç.

   Район командишĕн Галинăпа Анатолий Давыдовсем, Василий Пундяков, Алексей Самаркин, Людмила Симендеева, Вячеслав Скворцов, Нина Галзанова, Александр Горбунов, Татьяна Волкова старта тухрĕç. Вĕсем çулĕсене пăхмасăрах кашни кунах чупаççĕ, çуран утаççĕ, районти пур ăмăртăва та хастар хутшăнаççĕ.

   Палăртса хăварма та кăмăллă. "Спортивное долголетие" спартакиадăна хутшăннă чи аслă спортсменсене - 78 çулхи Лев Ефимович Краснова (Муркаш районĕ) тата Çĕнĕ Шупашкар хулинчен килсе çитнĕ 77 çулхи Ираида Мироновна Саптеевăна - Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсен Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдиновăн Хисеп грамотисемпе тата парнисемпе чысларĕç.

    Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсемпе пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Шупашкар хула командин ветеранĕсем хăпарчĕç. Кĕмел медале Шупашкар район команди тивĕçрĕ. Комсомольски район командин ветаранĕсене пăхăр медальпе чысларĕç. Спортсменсене ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

   Çанталăк шăрăх тăчĕ пулин те, ветерансем кашни ăмăртăва хастар хутшăнчĕç, вĕсем ывăнни те, вăйран кайни те сисĕнмерĕ. Çамрăксен вĕсенчен тĕслĕх илмеллех.

                                                                                                                                                                  А.Ефремова.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика