27 мая 2015 г.
Информаци обществинче йĕркеленĕ ĕçре архивсем питĕ пысăк витĕм кỹреççĕ, халăхăн историйĕпе культура еткерлĕхĕн тĕп пайĕ пулаççĕ. Паянхи куна районти архивра 155 учреждени, организацисемпе предприятисен 19 пин сыхлав единици упранать.
Архив кашни çулах çĕнĕ тĕрлĕ документпа пуянланать. Республикăн архив фондне сыхласа хăварас тĕллевпе 2002 çултанпа районти архиври документсене картонласа упрасси вăя кĕнĕ. 2015 çулхи январĕн 1-мĕш тĕлне архиври документ-сен 50 процентне картонланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2009 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнчи 222№-лĕ распоряженийĕпе килĕшỹллĕн патшалăх харпăрлăхĕнчи архив докуменчĕсене 2012-2014 çулсемшĕн Чăваш Республикинчи истори патшалăх архивне тата 1923-1991 çулсенчи 13 патшалăх учрежденийĕсен 1157 сыхлав единицисене хальхи Чăваш Республикин историн патшалăх архивне панă. Вĕсен йышĕнче: 11-мĕш фонд - Комсомольски районĕнчи халăх депутачĕсен Совечĕн ĕçтăвкомĕн план комиссийĕ; 12-мĕш фонд - ЧАССР Комсомольски районĕнчи депутатсен Совечĕн ĕçтăвкомĕн социаллă пулăшу уйрăмĕ; 13-мĕш фонд -ЧАССР Комсомольски районĕнчи депутатсен Совечĕн ĕçтăвкомĕн сывлăх сыхлавĕн уйрăмĕ; 98-мĕш фонд - ЧАССР Комсомольски ра- йонĕнчи халăх депутачĕсен Совечĕн ĕçтăвкомĕн финанс уйрăмĕ; 99-мĕш фонд - ЧАССР Комсомольски районĕнчи халăх депутачĕсен Совечĕн ĕçтăвкомĕн транспорт тата автоçул юсав уйрăмĕ; 102-мĕш фонд - ЧАССР Комсомольски районĕн халăх депутачĕсен Совечĕн ĕçтăвкомĕн ял хуçалăхпа колхоз строительствин уйрăмĕ; 158-мĕш фонд -ЧАССР патшалăх агропромышленнăç комитечĕн Комсомольски районĕнчи агропромышленноç пĕрлешĕвĕ; 86-мĕш фонд - Çут-ĕç министерствин Çĕнĕ Кипеçри ачасен çурчĕ; 95-мĕш фонд - Çут-ĕç Министерствин Вутланри ачасен çурчĕ; 73-мĕш фонд - Комсомольскинчи ДОСААФ ра-йкомĕ; 148-мĕш фонд - Çут-ĕç ĕçченĕсен Комсомольскинчи профсоюз комитечĕ; 149-мĕш фонд - АПК ĕçченĕсен Комсомольскинчи профсоюз комитечĕ; 84-мĕш фонд - Комсомольски район сучĕ.
Районти архив ĕçченĕсем 55 учрежденипе организацире документсене епле хатĕрленине тĕрĕслесе тăраççĕ, пулăшу кỹреççĕ. Предприятисемпе организацисенче документсене упрама ятарлă вырăнсем кирлĕ. Районти 55 учрежденипе предприятисенчен 26-шĕнче çеç архив валли пỹлĕм уйăрнă. Палăртнă вăхăт хыççăн документсене упрама районти архива параççĕ.
Документсене кирлĕ пек йĕркелесе пыракан организацисене уйрăммăн палăртса хăварас килет. Вĕсем: РФ районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕ, прокуратура, "Каçал ен" хаçат редакцийĕ, Хырхĕрри, Шурут, Тукай, Элпуç ял поселенийĕсен администрацийĕсем, "Луч", "Слава", "Рассвет", "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕсем. Чылай учрежденисенче упранмалли документсене кирлĕ пек йĕркелесе пымаççĕ. Сăмахран, районти тĕп больница тата райпо документсене кирлĕ пек йĕркелесе çитермест. Архив докуменчĕшĕн яваплă ĕçченсем тимсĕр пулнипе документсем çухалнă тĕслĕхсем те пур. Экономика условийĕсем çирĕп пулманнине кура районти предприятисемпе организацисем банкрота тухсан документсем çухални пăшăрхантарать. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшне район архивĕ "Красный маяк", "Север", "Правда", "Сундырь", "Тукай", "Культура", "Красный Октябрь" предприятисен, "Комсомольский" совхозăн, Çĕнĕ Мăратри йывăç комбиначĕн, "Агропромэнерго", сĕт завочĕн, "Комсомольская СХТ" ОАО, "Удача" ООО, "Родник" ООО, "Чувашкомбикорм" ММППЖК, "СБС-Агро", районти çыхăну узелĕн, ЧР Финанс министерствин финанс уйрăмĕн докуменчĕсене сыхлать. Паянхи куна район архивне Мускав хулин "Эмитрон" завочĕн филиалĕнчен, Комсомольскинчи "Агропромхимия" предприятинчен, "Химик" ОАО-ран тата ытти уйрăм çын предприятийĕсенчен документсем килмен. Çакăн евĕр лару-тăру халăхра социаллă çивĕчлĕх çуратать. Архиври документсем ĕçченсене кирлĕ пулса тухаççĕ. Сăмахран, юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕн пенси саккунĕ ылмашăнсах тăнипе халăх архива тĕрлĕ ыйтупа килет. Нумай чухне вĕсем ĕç стажĕпе ĕç укçине палăртакан справкăсем ыйтаççĕ. Район архивĕ 2012 çулта 556, 2013 çулта -559, 2014 çулта 765 ыйтăва тивĕçтернĕ. Учрежденисен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем документсемпе ĕçлессине тивĕçлĕ пурнăçласса, вĕсене кирлĕ условисенче упрасса, çухалассинчен асăрханасса шанатпăр.
В.ШИНГАЛОВА, тĕп специалист.
Источник: "Каçал Ен"