АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕнчен 20 пин тенкине алла параççĕ

23 мая 2015 г.

  Раççей Пенси фончĕн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, майăн 5-мĕшĕнчен Пенси фончĕн территорири пур уйрăмĕсенче те, çав шутра пирĕн районта та, амăшĕн капиталĕнчен алла 20 пин тенкĕ илес текенсенчен заявленисем йышăнма пуçланă.        Заявленире СНИЛС номерне, амăшĕн капиталĕн сертификачĕн номерĕпе серине кăтартмалла. Заявлени параканăн пĕрле паспорт пулмалла, унсăр пуçне, паспортăн сăнỹкерчĕклĕ тата пропискăра ăçта тăнине çырнă страницисен ксерокопине тумалла. Çавăн пекех банкран унта счет уçни çинчен калакан справка илмелле (асăрхаттаратпăр, сирĕн темиçе счет пулсан справкăра укçана хăшин çине куçарма шутланине кăна çыртармалла).

  20 пин тенкĕ счет çине заявлени çырнă хыççăн икĕ уйăх хушшинче куçать.

  Асăннă укçана илес текенсен заявленисене 2016 çулхи мартăн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр çырмалла.

  Заявленисене пенси фончĕн районти уйрăмĕнче (Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 66 çурт) йышăнаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика