23 мая 2015 г.
Майăн 19-мĕшĕнче Самара хулинче Пĕтĕм Раççейри "Раççей халăх фрончĕ" обществăлла юхăмăн округри иккĕмĕш форумĕ иртнĕ. Ăна коррупцие хирĕç кĕрешес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Форума Чăваш Ен 19 представителĕ хутшăннă. Çак йышра - районти культура бюджет учрежденийĕн "Централизациленĕ клуб тытăмĕн" директорĕ Мария Илларионова та пулчĕ. Мария Алексеевна каланă тăрăх, форумра бюджет укçи-тенкине сахалтарах тăкаклас темăпа калаçусем, диспутсем иртнĕ. Ăна йĕркелекенсем çак ыйтусене татса памалли майсене сĕннĕ, вĕсемпе паллаштарнă.
Источник: "Каçал Ен"