23 мая 2015 г.
"Тăлăх турата тăвăл та хуçать", -тенĕ ваттисем. Ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă ачасене вара уйрăмах йывăр. Чи çывăх çынсем пурнăçра тĕрев параççĕ-çке. Тăлăх ачасене хăйсен хỹттине илнĕ çемьесем - чăннипех те ырă ĕç тăвакансем. Çемьере ачасене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтереççĕ. Унпа пĕрлех вĕсем тĕрлĕ конкурссене, мероприятисене, ăмăртусене хастар хутшăнаççĕ.
Акă, майăн 19-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа районти "Кĕтне" ФСК-ра спорт уявĕ иртрĕ. Унта шăпах тăлăх ачасене хăйсен хỹттине илнĕ çемьесем хутшăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем виçĕ ушкăнра чупса, мечĕкпе выляса, сиксе тупăшрĕç. Ача-пăча хаваслă сасси таврана саланчĕ. Пурте пĕрле пуçтарăнса вылянине, сывлăха çирĕплетнине мĕн çиттĕр?
Спорт уявне йĕркелекенĕ - район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн опекăпа попечительство секторĕ. "Çемьесене яланах тĕрлĕ ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр. Вĕсем мероприятисене, конкурссене, ăмăртусене те хастар хутшăнаççĕ, çĕнтереççĕ. Хумхантаракан ыйтусене те пĕрле сỹтсе яватпăр. Эпир - пысăк çемье", - пĕлтерчĕ Татьяна Галзанова сектор заведующийĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"