20 мая 2015 г.
ОДЕССА. Одесса - Хура тинĕс хĕрринчи чи пысăк порт. Унта чи пысăк промышленноç, культура, наука тата суту-илỹ центрĕсем вырнаçнă.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Гитлер çарĕ хулана хупăрласа илнĕ. Кăнтăр фрончĕн çарĕсем тăшман тапăннине тытса чарайман, каялла чакнă. Хулана çĕнсе илме тăшмансем 17 дивизипе 7 бригада уйăрнă пулнă пулсан та паттăр совет çарĕ вĕсене хулана кĕриччен 10-14 километрта чарнă. Кашни кунах 10-12 пин хĕрарăмпа çамрăк окопсем чавнă, минăсем хунă, пралукран чăрмавсем карнă. Оборона кунĕсенче 40000 мина лартнă, танксене тытса чарма 250 километр канав чавнă, хулара 250 баррикада тунă. Заводсемпе фабрикăсенче ĕçлекен çул çитмен ачасен аллинчен 300000 граната тата çавăн чухлех танк, мина тухнă.
Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Одессăна эвакуациленĕ. 1941 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче хула гарнизонне карапсемпе Севастополе куçарнă. Гитлер командованийĕ Румыни администрацине Одессăпа хуçаланма ирĕк панă. 1941-1944 çулсенче Румыни çарĕсем хулана оккупацире тытнă. Вĕсем Одессăри 4 пин арçынна персе пăрахнă, тепĕр темиçе кунтан 5 пинĕшне çав шăпа çитнĕ. Пин-пин çынна концлагерьсене янă, нумайăшне персе пăрахнă. Пĕр уйăхра çеç 35 пин еврей çыннине вĕлернĕ. 1944 çул пуçламăшĕнче, совет çарĕсем наступлени пуçланипе, Одессăна нимĕç çарĕсем пырса кĕнĕ. 1944 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче çеç хулана ирĕке кăларнă.
1965 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Одессăна "Паттăр-хула" хисеплĕ ят панă, Ленин орденĕпе, "Ылтăн çăлтăр" медальпе наградăланă.
СЕВАСТОПОЛЬ. Аслă Отечественнăй вăрçă Севастопольте пурăнакансемпе Хура тинĕс флочĕн морякĕсемшĕн питĕ йывăр та асаплă пулнă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче 3 сехетре фашистсен авиацийĕ Севастополь çине тапăннă. Хура тинĕс флочĕн морякĕсем, Севастополь çыннисем хулана сыхлама пурте пĕрле кар тăнă. Кĕске вăхăтра хула йĕри-тавра хỹтĕлев линийĕсем тунă.
1941 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче Севастополь оборонин иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă, вăл 250 куна тăсăлнă. Пĕрремĕш çапăçуран пуçласах хула сыхлаканĕсем никам курман паттăрлăхпа, хăюлăхпа çапăçнă. Хура тинĕс флочĕн карапĕсем хĕç-пăшал хатĕрĕсем, апат-çимĕç турттарнă. Аманнисене, ватăсене, хĕрарăмсемпе ачасене пулăшнă. Севастополь патне карапсем çывхарайман чухне вĕсен ĕçне шыв айĕн çỹрекен кимĕсем пурнăçланă.
Медицина ĕçченĕсен паттăрлăхĕпе харсăрлăхĕ çинчен те уйрăммăн каласа хăвармалла. 8 уйăха пынă оборона вăхăтĕнче вĕсем 10 пин ытла çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă, аманнă-суранланнă 30927 тата чирлĕ 10686 салтака сиплесе ура çине тăма пулăшнă.
1942 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче арканнă хулана пырса кĕнĕ фашистсем унта 22 уйăх пуçтахланнă, иртĕхнĕ. Инкерман штольнисенче вĕсем 3 пин çыннăн - хĕрарăмсемпе стариксен, ачасен - пурнăçне татнă, Троицк туннелĕнче 400 рабочие вĕлернĕ. Оккупаци вăхăтĕнче фашистсем вуншар пин севастополеца персе пăрахнă, çунтарса янă, тинĕсре путарнă, ирĕксĕрлесе Германие хăваласа кайнă. Çапах вĕсем хула çыннисен кăмăл çирĕплĕхне хуçайман, чура туса хурайман.
Пирĕн çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăннă тăшманпа совет салтакĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр кĕрешни, Севастополь çыннисем парăнманни, пĕтĕм вăйран хỹтĕленни 3 çултан хулана ирĕке кăларма май панă. 1944 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Севастополе нимĕçсенчен тасатнă. Майăн 10-мĕшĕнче ирсĕр тăшманран Севастополе хỹтĕленĕ паттăрсене Мускав 342 хĕç-пăшалран 24 залп парса саламланă. Майăн 12-мĕшĕнче фашистсене Крымра та аркатнă.
1965 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Севастополе "Паттăр-хула" хисеплĕ ятпа, Ленин орденĕпе, "Ылтăн çăлтăр" медалĕпе тивĕçтернĕ.
Источник: "Каçал Ен"