20 мая 2015 г.
Чăваш Республикинче пурăнакансене Пĕрлехи патшалăх порталĕ нумай пулăшупа тивĕçтерет.
Унта ГИБДД подразделенийĕсем кỹрекен пулăшусемпе те çăмăллăнах усă курма пулать. Сăмахран, пĕрлехи порталта регистрациленнĕ хыççăн харпăр хăй пỹлĕмĕнче ята, хушамата, автомашина маркипе номерне палăртмалла, штрафсем пуррине пĕлме информаци пĕлтерме ыйтмалла.
Нумаях пулмасть çеç çул-йĕр правилисене пăснăшăн штрафа банкра тỹленĕ хыççăн ГАИ-не пырса кăтартмалла пулнă. Халĕ пĕтĕмпех çĕнĕлле йĕркеленĕ. Штрафа çăмăллăнах банк карттипе тỹлеме пулать.
Эсир штраф пирки СМС-па, электрон почтăпа е карас телефон çине пуш-уведомленипе пĕлтермеллине Пĕрлехи патшалăх порталĕнче харпăр хăй пỹлĕмĕнче суйласа илетĕр. Ку - сирĕн ирĕк. Апла пулсассăн, пулăшусемпе усă курăр, штрафсене вăхăтра тỹлĕр.
Н.РАЙКОВ,
районти ГИБДД начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"