20 мая 2015 г.
Нумаях пулмасть Чăваш Республикинчи пограничниксен "Пограничное братство" обществăлла организацин районти уйрăмĕн членĕсем ырă пуçарăва ĕçе кĕртес тесе тĕл пулчĕç, пĕр-пĕринпе канашларĕç. Районти уйрăм ертỹçи Анатолий Семенович Терентьев пĕлтернĕ тăрăх, майăн 28-мĕшĕнче - Пограничниксен кунĕнче - Комсомольскинче палăк уçма палăртнă. Маттур та пуçаруллă çынсем тăрăшнипе, укçа-тенкĕ хывнипе хура гранитран палăка хатĕрлеме тытăннă. Пограничниксем ăна район центрĕнчи Совет Союзĕн Геройĕсен бюсчĕсен çывăхне вырнаçтарасшăн. Çак тĕллевпе вĕсем палăк вырнаçмалли вырăна палăртрĕç.
- Пирĕн тĕллев - уяв кунĕнче палăка савăнăçлă лару-тăрура уçасси. Çак ĕçе маттур та хастар çынсем пуçарчĕç, ыттисем те унта хутшăнасса шанатăп. Пурте пĕрле тăрăшсан ĕçе пурнăçлама çăмăлрах. Ахальтен каламан: "Пĕр çын сурать - типсе пырать, халăх сурать - кỹлĕ пулать", - терĕ Анатолий Семенович.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"