20 мая 2015 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2015 çулхи майăн 13-мĕшĕнчи постановленийĕпе Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă çирĕп йĕркине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех район администрацийĕ те майăн 24-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм хушуччен пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă йĕркине çирĕплетсе постановлени кăларнă.
Ятарлă çирĕп йĕркене пурнăçласа çак вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕн хушма ыйтăвĕсене çирĕплетнĕ:
- çынсене вăрмана кĕме чарнă, вăрманта ĕçлекенсен, сывлăх учрежденийĕсенче канакансен çеç унта кĕме ирĕк пур;
- кăвайт чĕртме, вут-çулăм çинче апат хатĕрлеме, хыт каяшсене, вăрманти çỹп-çапа, вăрман фончĕн участокĕсем тата хула вăрманĕсем çывăхĕнче типĕ курăка çунтарма, вут-çулăм кăларма пултаракан ытти ĕçсене пурнăçлама юрамасть.
Пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă йĕркине çирĕплетнĕ вăхăтра патшалăх пушар надзорĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ профилактика рейчĕсем йĕркелеççĕ, тĕрĕслев ирттереççĕ. Саккуна пăхăнманнисене РФ административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодексĕн 20.4 статйин 2-мĕш пайĕпе явап тыттарма ирĕк пур. Унпа килĕшỹллĕн пушар хăрушсăрлăхĕн çирĕп йĕркине пăхăнманшăн уйрăм граждансене 2-4 пин тенкĕлĕх, должноçрисене - 15-30 пин тенкĕлĕх, юридици сăпатĕнчисене 400-500 пин тенкĕлĕх штраф параççĕ.
Унпа пĕрлех вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе пысăк тăкак тата çын сывлăхне сиен кỹнĕшĕн уголовлă ĕç пуçараççĕ. Район çыннисем йĕркене пăхăнасса тата асăрхануллă пуласса шанатăп.
А.СОРОКИН,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"