20 мая 2015 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх акса хăварнă пĕтĕм лаптăк кăçал 565 пин гектарпа танлашмалла - пĕлтĕрхинчен 5,6 пин гектар нумайрах. Майăн 18-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче ака ĕçĕсен 92 проценчĕ пурнăçланнă. Патăрьел, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ.
Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексне патшалăх енчен кỹрекен пулăшу 2,5 млрд тенкĕпе танлашĕ (пĕлтĕрхи шайăн 105 процент чухлĕ). Майăн 15-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсене 927 млн тенке яхăн субсиди куçарса панă.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕсене çĕкленĕ. Вăл палăртнă тăрăх - республика валли вăйпитти, анчах ĕçлемен çынсен шутне чакармалли кăтартăва çирĕплетнĕ - 48,6 пин çын ытла.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков "Çеçпĕл" кинотеатр никĕсĕ çинче çамрăксен пултарулăхне аталантаракан академи йĕркелемелли концепципе паллаштарнă.
Источник: "Каçал Ен"