16 мая 2015 г.
Пирĕн кукаçи, Иван Степанович Андреев, вăрçă инваличĕ пулнă. Вăл Йỹç Шăхалĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çăмăл пулман. Мăн кукаçинне, Энтринне, кулак тесе айăпласа пĕтĕм пурлăхне туртса илнĕ.
Ун хыççăн вĕсем çынсем патĕнче пурăннă. Йывăр пулсан та кукаçи Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнчи вăтам шкула Мухтав хучĕпе вĕренсе пĕтернĕ.
Шел пулин те, малалла вĕренеймест. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. 17-ри çамрăксене вăрçа илсе каяççĕ. Кукаçи çав вăхăта куççульсĕр аса илейместчĕ. Вăл Ленинград патĕнче йывăр аманать, госпитальте чылай вăхăт сипленет. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн кукаçине II степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе тата нумай медальпе наградăлаççĕ. Фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăн вĕсене Японие яраççĕ. Кунта та ăна "Японие çĕнтернĕшĕн" медаль панă.
Асатте, Иван Дмитриевич Воробьев, 1922 çулта Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралнă.
Хаяр вăрçă пуçланнă çулах ăна фронта илсе каяççĕ. Вăл 41-мĕш стрелоксен дивизийĕн ретĕнче çапăçать. 1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче Великие Луки хулине хăтарнă чухне йывăр аманнă, госпитальте выртнă. 1944 çулхи январь уйăхĕнче юлташĕсемпе разведкăран виçĕ "чĕлхе" тытса килнĕ чух аманнă.
Кайран Японипе çапăçнă çĕре хутшăннă. Ăна "За боевые заслуги" медальпе чысланă.
Халĕ асаттепе кукаçи пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Эпир вĕсене нихăçан та манмăпăр, яланах асра тытăпăр.
Эпир çĕр çинче вăрçă пуçаракансене сивлетпĕр. Çак инкеке пула нумай çын пурнăçĕ татăлать, хуласемпе ялсем çунса кĕлленеççĕ, ачасем ашшĕ-амăшĕсĕр, килсĕр тăрса юлаççĕ. Нихăçан та вăрçă ан пултăр.
Н.ВОРОЬЕВА,
А.ВОРОБЬЕВ.
Александровка шкулĕ.
Источник: "Каçал Ен"