АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç укçи тỹлеменшĕн айăпланă

16 мая 2015 г.

Чăваш Республикинчи Елчĕк район сучĕ Т. гражданкăн иск заявленийĕпе килĕшỹллĕн Л. гражданина ĕç укçи тỹлемен парăмне, ĕç укçине тỹлемесĕр тăнăшăн компенсаци шыраса илме йышăну кăларнă.

2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче Т. гражданка Л. уйрăм предпринимателĕн кафине тирпейлỹçĕне вырнаçнă пулнă. Çав çулхинех август варринче официанта ĕçлеме куçнă. Л. гражданин вара ĕç килĕшĕвне те, ĕçе илнине тата тирпейлỹçĕрен официанта куçарнă приказсене те йĕркелемен, ĕç кĕнекинче те нимĕн те çырман пулнă иккен. Куншăн ăна административлă штраф панă. Августпа сентябрь уйăхĕсенче кафере тăрăшнă ĕç укçин парăмĕ вара 8000 тенкĕпе танлашнă. Т. гражданка заявлени çырнă хыççăн предприниматель судченех ĕç укçи парăмне пĕтĕмпех татса панă.

Суд вара, икĕ енне те итлесе, Л. гражданинран ĕç укçине кая юлса тỹленĕшĕн 352 тенкĕ компенсаци, 700 тенкĕ патшалăх пошлинине шыраса илме йышăну кăларнă.

А.ТУМАЛАНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика