16 мая 2015 г.
2015 çулхи майăн 2-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ 116-мĕш Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн экстремизм тата терроризм туйăмне палăртнăшăн административлă явап тыттарассине çирĕплетнĕ.
Терроризм ĕçне хутшăнма чĕнсе калакан, экстремизм ĕç-хĕлне вăйлатакан материалсене массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленешĕн РФ Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодексĕн 13.15 статйин 6-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн юридици сăпатĕнчисене 100 пинрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран штрафлаççĕ тата хатĕр продукцисене конфискацилеççĕ.
Федераци списокне кĕртнĕ экстремизм материалĕсене салатнăшăн, вĕсене малашне çынсене валеçме хатĕрлесе упранăшăн РФ Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодексĕн 20.29 статйипе айăплаççĕ, 100000-1000000 тенкĕ таран штрафлаççĕ.
В.НИКОЛАЕВ.
Источник: "Каçал Ен"