16 мая 2015 г.
Районти тĕп тата вăтам шкулсем кăçалхи "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене активлăн хутшăнчĕç. Тĕрлĕ енлĕн ăмăртса çамрăк армеецсем ăс-тăн çивĕчлĕхне, хăвăртлăха тĕрĕслерĕç, яваплăха хăнăхрĕç, тĕрлĕ конкурссенче тата ăмăртусенче тупăшрĕç.
Майăн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ С.Данилов тата район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Н.Петрова ăмăртусенче мала тухнисене саламларĕç, Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕç.
Вăтам шкулсенчен пĕрремĕш вырăна Хырай Ĕнелсем тивĕçрĕç, иккĕмĕш вырăнта - Урмаел, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ - виççĕмĕш. Тĕп шкулсенчен чи пултаруллисем - Александровкăсем, Тăманлă Выçлипе Хирти Явăш тĕп шкулĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн хуçисем пулчĕç.
- "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене çамрăк армеецсем тĕплĕн хатĕрленни куçкĕрет. Тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшни, çĕнĕ юлташсем тупни, палаткăсенче пурăнни, çак кунсенчи савăнăçлă вăхăтсем çитес çулхи вăйăсем çитичченех асра пулĕç, - пĕтĕмлетрĕ вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова.
(Хамăр инф.).
Источник: "Каçал Ен"