АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акса пĕтернисем çĕр улми лартаççĕ

16 мая 2015 г.

 Çурхи ăшă та уяр кунсемпе туллин усă курса районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, колхозсем çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ, сăмахран, "Искра", "Урожай" колхозсем, "Дружба", "Рассвет", "Труд", "Победа" ЯХПК-сем, "Восход", "Сюрбеево" ООО-сем, "Родина", Хайртдинов, Миннатуллин, Самаркин, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕсем çурхи культурăсене акса пĕтернĕ, ытти ĕçе пуçăннă. Кăçал районĕпе пĕтĕмĕшле çурхи культурăсене 11524 гектар çинче акма палăртнă пулсассăн, майăн 15-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе 10827 гектар çинче пурнăçланă.

- Хуçалăхсем çĕр улми лартма тухнă. Хальлĕхе "иккĕмĕш çăкăра" 565 гектар лартма ĕлкĕрнĕ. Ку енĕпе уйрăмах "Комсомольские овощи" ООО тухăçлă ĕçлет. Вĕсем 120 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. Çавăн пекех "Слава картофелю" агрофирма 107 гектар, "Дружба" ЯХПК 90 гектар, Н.Г.Самаркин фермер 85 гектар çĕрулми лартнă. Атласкин фермер хуçалăхĕ выльăх апачĕ хатĕрлеме 85 гектар куккурус, "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕ 110 гектар сахăр кăшманĕ, "Турхансем" 20 гектар тĕрлĕ пахча-çимĕç культурисене акнă. Ака ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Кĕркунне пысăк тухăçпа савăнасси çуркунне мĕнле ĕçленинчен килет. Апла пулсассăн ĕçсене пахалăхлă пурнăçламаллах, - пĕлтерчĕ ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнетдинов.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика