АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм алхасать

13 мая 2015 г.

Пушар хăй хыççăн нимĕн те хăвармасть: кил-çурт, хуралтăсем, пурлăх çунса кĕлленеççĕ, çын вилнĕ тĕслĕх те сахал мар. Чылай инкекре вара çын хăй айăплă. Асăрханманни, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни шар кăтартать. Сăмахран, пушар Хакаси Республикинчи 5 пин çынна çурт-йĕрсĕр хăварнă, 38 поселокри 1300-е яхăн çурт кĕлленнĕ, 30 çын вилнĕ, 500 çын суранланнă. Раççей МЧСĕ çак пушарсен сăлтавне типнĕ курăка этем сăнаса тăмасăр çунтарнипе, çанталăк типĕ те çиллĕ пулнипе çыхăнтарать.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов та Хакасири, Байкал тăрăхĕнчи, Бурятири пушарсенчен ытларахăшĕ шăпах çын айăпĕпе тухнине палăртнă. Хамăр тимсĕрлĕхе пула инкек куратпăр. Тĕслĕхрен, çĕр типнĕ май кашниех территорие тирпей-илем кĕртес тесе çỹп-çапа, типнĕ курăка, хăрăк туратсене пуçтаратпăр та çунтарма пикенетпĕр. Тивертнĕ хыççăн чылай чухне пăхса тăмастпăр, ытти ĕçе пуçăнатпăр. Вут-кăвара куçран вĕçертмелле мар, унăн алли çав тери вăрăм. Çил тухсассăн çулăм çăмăллăнах хуралтăсем çине сиксе ỹкме те пултарать. Кун пирки чылай калаçаççĕ, асăрхаттараççĕ пулсассăн та, эпир тимлĕ теме çук-ха. Сăмахран, пĕлтĕр республикăра шăпах типĕ курăк çунтарнипе сахал мар пушар тухнă. Районта та 20 вырăнта курăк çунтарнипе 12 гектар çĕр лаптăкĕ сиенленнĕ.

Çакна та асра тымалла:

РФ КоАП-ăн 20 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманшăн административлă явап тыттараççĕ:

- граждансене - 1 пин тенкĕрен пуçласа 1,5 пин тенкĕ таран;

- должноçри çынсене - 6 пин тенкĕрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран;

- предприяти-организацисене - 150-200 пин тенкĕ таран.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика