13 мая 2015 г.
Аслă Аттелĕх вăрçин ахрăмĕ çулран çул хыçа юлса пырать пулсан та, пирĕн асăмра вăл ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Хăйсен пурнăçне, сывлăхне хĕрхенмесĕр пире тăнăç пурнăç, ирĕклĕ çĕршыв парнеленĕ çынсене ниепле те манма юрамасть.
Акă Асанкасси вăтам шкулĕнче Çĕнтерỹ кунне халалласа уçă класс сехечĕ иртрĕ. Виççĕмĕшсем вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа Çĕнтерỹ кунĕ хыççăнхи пурнăç таранах кăтартса пачĕç. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Шкулсенче сывпуллашу каçĕсем. Шкултан вĕренсе тухакансем юрлаççĕ, ташлаççĕ, савăнаççĕ...Çав вăхăтра радиопа вăрçă пуçланнине пĕлтереççĕ. Хĕрачасем пĕрле вĕреннĕ тусĕсене вăрçă хирне шкул саккинченех ăсатаççĕ. Вăрçă çинчен каланă сăвăсем, кăвайт умĕнче шăрантарнă юрăсем, тупăсен кĕрлевĕ, танксен кĕмсĕртетĕвĕ, тăван халăхăн юнĕ шыв пек юхни, çапăçу хирĕ ыратупа тулса ахлатни, вилĕм шăрши, хыпарсăр çухалнă текен çырусем - ачасем кăтартса панă çак ỹкерчĕксем пурте чуна çỹçентерчĕç. Вĕренекенсем салтак та, моряк та, санитар та, пограничник те пулса курчĕç. Юрий Левитан радиопа Çĕнтерỹ çинчен пĕлтерни пурне те савăнăç кỹчĕ. Çутă малашлăха шанса ачасем Тăван çĕршыв, Аслă çар çинчен савăк юрăсем шăрантарчĕç. Çамрăк армеецсем куракансен умĕнче мăнаçлă туйăмпа юрăпа та, маршпа та çирĕппĕн иртрĕç. Пурте пĕрле "День Победы" юрра юрланă чух пурин те куçĕсем шывланчĕç.
Çапла, куракансем куçăмсăр майпа 70 çул каяллахи пурнăçа куç умне кăларчĕç.
Юлашкинчен виççĕмĕшсен класс ертỹçи О.Н.Копташкина сăмах илчĕ. Вăл юнлă вăрçăн йывăр çулĕсене, çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçĕсене шеллемесĕр нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçса пуçĕсене хунă ентешсене аса илчĕ. Вĕсен ячĕпе пурте пĕр минут шăп тăчĕç, çĕршыв хỹтĕлевçисене хăюлăхпа паттăрлăхшăн тав сăмахĕ каларĕ. Куракансем концертшăн чĕререн тав турĕç.
Эпир, çĕнтерỹçĕсен тăхăмĕсем, тĕнчери тăнăçлăха, килес ăрусемшĕн ирĕклĕ пурнăç çĕнсе илнĕ çынсен паттăрлăхне нихăçан та манас çук, вĕсен фронтри тата тылри паттăрла ĕçĕсене яланах сума сăватпăр! Çĕре çити тайма пуç сире, паттăрсем!
О.КОПТАШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"